24 декабря 2008 г.
Умра – Çĕнĕ çул. Вăл пуриншĕн те хаваслă уяв. Кашни çемьере, клубсенче, культура çурчĕсенче, шкулсенче, ача сачĕсенче, тĕрлĕрен учрежденисенче капăр чăрăшсем çуталĕç. Савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри те пулмĕ. Анчах çак туйăм усалпа ан вĕçлентĕр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене асра тытмалла, пăхăнмалла.
Чăн малтанах уяв ирттермелли пÿлĕм çинчен пушар хуралĕн органĕсене пĕлтермелле. Вăл ирĕк панă хыççăн çеç унта чăрăш лартма юрать. Чăрăша çирĕп никĕс, тĕрев çине вырнаçтармалла, анчах хутса ăшăтмалли приборсемпе кăмакасем çывăхне лартма юрамасть. Чăрăша илемлетмелли гирляндăсене хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса электриксен çеç çакмалла. Пушар дружинин хурал йĕркелемелле. Капăрлатнă чăрăш тивсе ан кайтăр тесен çуртасемпе, бенгали çуртисемпе, шартлатса сас паракан япаласемпе усă курма юрамасть. Капăрлатма усă куракан мамăка тата марьлăна, вĕсенчен тунă тумсене ятарлă шĕвекре (пĕр литр шывра 150 гр. кальци е апат соди, 50 гр. крахмал) 10 мин. тытмалла та типĕтмелле. Ачасене хăйсене çеç уяв ирттерме шанмалла мар, мĕншĕн тесен кашни тăваттăмĕш инкек вĕсен айăпĕпе пулать.
Уяв ирттерекен пÿлĕме кĕнĕ çĕрте, пÿлĕмре, шалта курăнакан вырăнта пушар сÿнтермелли хатĕрсем çителĕклĕ пулмалла (огнетушительсем, витресемпе шыв, хăйăр тата ытти те). Елка вăхăтĕнче пÿлĕмрен тухакан алăксене пÿлмелле мар, вĕсем ирĕккĕн уçăлмалла. Уяв йĕркелĕхĕшĕн учреждени пуçлăхĕсем яваплă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем район çыннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕпе саламлаççĕ. Уявсем инкек-синкексĕр, хаваслă та савăнăçлă иртессе шанаççĕ.
Н.СЕЛИВАНОВА, пушар хуралĕн инструкторĕ.