27 декабря 2008 г.
Çĕр ĕçченĕн пурнăç ăнăçлăхĕ чăн малтанах хура тăпра паракан ырлăхран килет. Çапла пултăр тесен чăн малтанах çĕр-аннемĕре кирлĕ пек пăхмалла, апатлантармалла. Акă мĕнле каларĕ кун пирки “Труд” ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕ Н.Матвеев:
– Çĕрĕн ырлăхне куриччен чăн малтанах унăн пулăхлăхне ÿстерме ăна кирлĕ пек пăхмалла, тирпейлесе тăмалла, апатлантармалла. Выçă çĕр çинче мĕнех ÿстерсе илейĕн; Эпир хамăр хуçалăхра çуркунне пĕр гектар çĕре те удобренипе апатлантармасăр акмастпăр-лартмастпăр. Хальхи вăхăтра та çитес çур аки валли икĕ вагон хутăш удобрени кÿрсе килнĕ. Çывăх вăхăтра тата илме каясшăн.
Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенĕ евĕр, хура тăпра ырлăхĕ ăна агротехника ыйтнă пек апатлантарнинче. Кăçалхи ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕпе Нăрваш Шăхальсем çакна тепĕр хут çирĕплетрĕç. “Труд” ял хуçалăх производство кооперативĕ кашни гектартан 31,3 центнер пĕрчĕллĕ культура пуçтарса илнĕ. Уйрăм культурăсен тухăçĕ тата пысăкрах. Сăмахран, сĕлĕ кашни гектартан 46,4 центнер (районĕпе 22,3 центнер), пăрçа 30,3 центнер (районĕпе 14,5 центнер) тухнă. Çакă районти чи лайăх кăтарту.
Бригадăсенчен Вăрманхĕрри Шăхальсене уйрăмах палăртмалла. Кунта çĕр ĕçченĕ 915 гектар çĕр çинче тĕрлĕрен культура акса-лартса çитĕнтерет. Кунти уй-хир бригадин бригадирĕн çаврăнăçулăхне те уйрăммăн асăнмалла. Анатолий Николаевич Раськина иртнĕ çулхи ĕç итогĕпе “Районти чи лайăх бригадир” хисеплĕ ят панă. Пиллĕкмĕш çул вăл çак яваплă ĕçре. Маларах трактористра та ĕçленĕ, фермăра та тăрăшнă. Çĕр ĕçĕпе тимлеме опыт çителĕклĕ темелле. Унăн ĕçне вара Е.Хмелева звеньевой тÿрремĕнех пулăшса пырать. Çапла пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлени те вĕсене хура тăпран ырлăхне курма май парать.
А.ЕГОРОВА.