27 декабря 2008 г.
Паян Алманчăра илемлĕ, мăнаçлăн курăнса ларакан чиркÿ историйĕ пуян. Вăл тумхахлă çулпа аталанса, вăй илсе çĕнĕрен çĕкленчĕ. Самана пăтăрмахĕсене пула вăл ытти çĕршер, пиншер чиркÿ евĕрлех хупăннă та, уçăлнă та, ăна ишсе те пăрахнă. Паян ĕçлекен чиркĕве 1997 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче уçнă. Пĕрремĕш чиркÿ вырăнне вара çак ялти Олег тата Николай Федоров пĕр тăвансем хăйсен вăйĕпе часовня туса лартнă.
Вунпĕр çул хушшинче чиркÿ шал енчен те нумай капăрланнă, тул енчен те чылай тирпейленнĕ. Хальхи вăхăтра, акă, чиркÿ настоятелĕ Серафим игумен тăрăшнипе, Турра ĕненекенсен пулăшăвĕпе çĕнĕ хушма чан илсе хăпартасшăн. Сăваплă ĕçшĕн Алманчăсемпе пĕрлех çывăхри ялсем те кар тăрĕç.