27 декабря 2008 г.
Мария Никифоровнăпа Иван Александрович Глуховсем пурнăçăн анлă çу-лĕпе çемье çавăрса утма тытăнни çур ĕмĕр çывхарать. Иккĕшĕ те Сăкăт ялĕн-че çуралса ÿссе çитĕннĕ. Ашшĕсем – Никифор Гри-горьевич Падусевпа Александр Николаевич Глухов – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Çăмăл пулман ачисен çамрăклăхĕ. Иккĕшĕ те ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. 1960 çулта Иванпа Мария пĕрне-пĕри кăмăлласа, юратса çемье çавăраççĕ.
Пăянамăшĕ, Клавдия Тихоновна, 4 ачапа тăлăха юлнăскер, Мария кинне хăйĕн хĕрĕ пекех кăмăлласа йышăннă. Çамрăк çын, колхоз ферминче ĕçлекен-скер, качча кайсан та юратнă ĕçне пăрахмасть. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта вăй хурать, ĕçри юлташĕсемшĕн тăрăшулăхĕпе, ыр кăмăлĕпе тĕслĕх пулса тăрать. Пăянамăшĕпе те пĕрне-пĕри ăнланса, пĕр чĕлхе тупса, пĕр-пĕрин сăмахне хисепе хурса 33 çул килĕштерсе пурăнаççĕ.
Иван Александрович нумай çул “Красное знамя” колхозра аслă агрономра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать. Çемьере вĕсем 4 ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Вĕсене ачаранах ĕçе явăçтарнă. Çемьере чăвашлăха упраса, йăла-йĕркене пăхăнса, аслисене хисепе хума вĕрентсе пынă. Чăнах та, мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур ачисемпе, мăнукĕсемпе.
Асли , Николай, район пуçлăхĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕпе Елена Васильевнăпа икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсене ывăл-кинĕ виçĕ мăнук парнеленĕ.
Александр Кÿкеçре пурăнать, милици лейтенанчĕ. Икĕ ача çитĕнтернĕ вĕсем Людмила Леонтьевнăпа.
Владимир Патăрьелĕнчи вăрман хуçалăхне ертсе пырать. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ вĕсем мăшăрĕпе.
Петр ашшĕ-амăшĕн килĕнче тĕпленсе, фермер хуçалăхне ертсе пырать. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ.
75 çула пуснă çемье пуçлăхĕ Иван Александрович килте ĕçсĕр ларма пултараймасть. Вăл Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи куç курманнисен обществин ертÿçи. Мария Никифоровна кил-çурта тирпейлет, çемье ĕçрен килнĕ çĕре апат-çимĕç хатĕрлет.
Тĕп çурта ачисем, мăнукĕсем пуçтарăнсан чунтан хĕпĕртеççĕ аслашшĕ-асламăшĕ. Ачисем те юратаççĕ, хисеплеççĕ вĕсене. Килĕшÿллĕ те, ятлă-сумлă та, сăпайлă Глуховсен çемйи. Ял-йышра та хисеплĕ вĕсем.
Тăван киле пуçтарăнма сăлтавĕ те тупăнсах тăрать. Ку хутĕнче Мария Никифоровнăна ачисем, мăнукĕсем, тăван-хурăнташ, кÿршĕ-аршă 70 çулхи юбилейпа саламлаççĕ.
А.СУЛАГАЕВА,
хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи.