27 декабря 2008 г.
Чылай чухне эпир пурнăçра хамăр асăрханусăрлăха пула инкек куратпăр. Ĕç-пуç ÿкĕнĕçлĕ çаврăнса тухсан çеç пуçа вататпăр. Кăçалхи вунпĕр уйăхра пирĕн районта тĕрлĕрен сăлтавпа çул çинче 30 автоавари пулнă. Вĕсенче 40 çын аманнă, тăваттăшĕн пурнăçĕ татăлнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çул çинче пилĕк авари сахалтарах пулнă, вилекенсен, аманакансен шучĕ те чакнă. Асăннă тапхăрта водительсем тÿрреммĕнех айăплă пулнипе, руль умне ÿсĕрле ларса çула тухнипе тăватă хутчен авари пулнă. Инкек синкерлĕ вĕçленнĕ: икĕ çын вилнĕ, пиллĕкĕшĕ аманнă.
Ют хуларан килнĕ автотранспортсемпе те сахал мар инкек пулнă. Шута илнĕ çичĕ аварире 16 çын суранланнă.
Çул-йĕр правилине водительсен çеç мар, çуран çÿрекенсен те лайăх пĕлмелле. Акă, сăмахран, кăçалхи вунпĕр уйăхра вĕсен айăпĕпе тăватă аварие регистрациленĕ, инкек каллех синкерлĕ вĕçленнĕ, икĕ çын вилнĕ.
Çул çитмен ачасемпе çыхăннă тăватă аварире пиллĕкĕн аманса больницăна сипленме лекнĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ çул çинче çакнашкал инкек-синкек ан пултăр тесе тăтăшах профилактика мероприятийĕсем ирттерет. 2008 çулхи вунпĕр уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă 7660 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вăл шутра 247-шĕ ÿсĕрле çула тухакансем пулнă. Татмăшри А.Михайлов, Патăрьелĕнчи И.Загранышный, Анат Тăрмăшĕнчи И.Фомин, Шăнкăртамри Н.Умеров, Упамсари Е.Трофимов, Кзыл Чишмари З.Салахутдинов, Тутар Сăкăтĕнчи Н.Валеев, Шăнкăртамри М.Земдиханов, Алманчăри А.Иванов, Туçари Д.Еливанов тата ыттисем пирки те инспекторсем çак сăлтавпа протокол çырнă.
Хамăртан килмен инкекрен хăтăлас тесен, çул-йĕр ыйтакан тирпейлĕхе пурин те яланах пăхăнмалла.
Т.БОРИСОВА,
районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.