АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кураканшăн пĕрех, саламлани паха

27 декабря 2008 г.

“Пирĕн вĕрентекенсемпе шкулсем паян вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне, тăвансене, юлташсене пĕрлештерекен общество тата культура пурнăçĕн чи тухăçлă, интереслĕ тата усăллă центрĕсем пулса тăма пултараççĕ тата тивĕç те” тесе палăртрĕ Республика Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Шăпах çак сăмахсем çирĕпленчĕç те Анат Туçари культура çуртĕнчи концерта курнă хыççăн. Ăна кунти илемлĕх ертÿçи С.Сурков (вăлах музыка учителĕнче ĕçлет) тата директорĕ Т.Колпакова ертсе пынипе йĕркеленĕ.

Ялти талантсем хулари чапа тухнă артистсенчен пĕртте кая мар вара. Паян юрлакан юрăсене пĕрин хыççăн тепĕрне шăрантарса çеç тăраççĕ. В.Колпаков 70-80-мĕш çулхисене аса илчĕ. Вĕсене зал та кăмăлтан йышăнчĕ. Юрăçпа пĕрле шăрантарчĕ.

Концерта хутшăнакан Е.Салмина Туçаран килнĕ. Лена аслă шкулăн культурологи уйрăмĕнче пĕлÿ пухать. Хăйĕн ăсталăхне ялĕнче кăтартаймасть вăл, мĕншĕн тесен культура çурчĕ çук. Унăн пултарулăхĕ залра ларакансене килĕшрĕ. Пурнăç çулне тĕрĕсех суйласа илнĕ иккен.

Таня Плешковăпа Анюта Перепелкина ялти шкулăн тăххăрмĕш класĕнче вĕренеççĕ. Вĕренÿри ÿсĕмĕпе пĕрлех обществăлла пурнăçра та активлă вĕсем. Вĕренÿ, пурнăç, юрату темисемпе çырнă юрăсемпе сцена çине тухрĕç. Таня çулла, кĕркуннепе хĕлле тата çуркунне çуралнисене саламласа юрă юрларĕ. Камăн чунне çывăх пулмĕ çак юрă;

Оля Горшкова сцена çинче çĕнĕ çын. Улттăмĕш класа çÿрекенскер амăшне çуралнă кунĕпе парнелерĕ юррине. Ăсталăхĕ пур. Оля Салмина та сцена çинче хăйне тытма пĕлет. Юрă хыççăн сценкăра вылярĕ вăл.

Кĕске шÿтсене ытти ачасене те явăçтарнă. Кун-çул уттипе суйласа илнĕ вĕсене. “Çарăк” кăларассине çĕнетсе йĕркеленĕ. Кулмалли çителĕклех. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла. Культура çурчĕ çумĕнчи кружока çÿрекен ачасем Вăтаелĕнче иртнĕ зонăри конкурсра “Парне” инсценировкăпа призлă вырăн йышăннăччĕ.

Хĕллехи каçсем вăрăм. Чăваш халăхĕ ĕлĕкех вĕсене улах ларса кĕскетнĕ. Халĕ самани урăх. Вăхăта культурăллă канса ирттерме культура çурчĕсем пур. Сцена çинчи “артистсен” ăсталăхне туптаса пыни çеç кирлĕ. Куракан концерта вырăна хурса хакларĕ. Кашни номер хыççăн алă çупрĕ, уявран уява малашне те савăк юрăсемпе савăнтарма ыйтрĕ.

А.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика