27 декабря 2008 г.
Районта 3374 инвалид пурăнать. Вăл шутран пĕр-ремĕш ушкăнрисем – 485, иккĕмĕшĕнчисем – 1265. Сусăр ачасен шучĕ – 146. Вĕсене уйăрассине тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пыратпăр. Социаллă гарантисемпе тĕрлĕ çăмăллăх памалли саккунпа килĕ-шÿллĕн кăçал 8 миллион та 587 пин тенкĕ усă курнă. Социаллă страховани фончĕ урлă инвалидсене реабилитаци хатĕрĕсене 1198,8 пин тенкĕлĕх панă. Хăйсен сывлăхĕсене санаторипе курортра 74 çын сипленĕ.
Патшалăх тата муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçне Раççей Федерацийĕн “Об образовании” саккунĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ учрежденийĕн Типлă полноженийĕпе йĕркелесе пыраççĕ. Унпа никĕсленсе кашни учреждени хăйĕн уставне хатĕрлет. Район прокуратури çав уставсем саккунсемпе еплерех килĕшсе тăнине тишкерсе тухрĕ.
Малтанласа çак вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕрĕслерĕмĕр: Еншикри, Тăрăнти, Татмăшри, Кивĕ Катекри, Анат Тăрмăшри, Каншелĕнчи шкул-садиксене, Анат Туçари, Çĕнĕ Ахпÿртри, Ишлĕри тĕп шкулсене, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкула, Туçари вĕрентÿ центрне.
Тĕрĕслев уставсенче пĕр пекрех йăнăшсем пуррине кăтартса пачĕ.
Районти шкулсенчен ытларахăшĕнче устава пăсакан вĕренекене дисциплина енчен айăплассине палăртнă: асăрхаттарни, выговор, вĕренекене педсоветра, ашшĕ-амăшĕн комитетĕнче сÿтсе явни, çул çитмен çамрăксен ра-йонти комиссине материал хатĕрлесе тăратасси. Анчах та дисциплина енĕпе ĕçлекене çеç ĕçри тивĕçне пурнăçламаншăн е начар пурнăçланăшăн айăплама юрать. “Об образовании” саккунра вĕренекене дисциплина енĕпе айăплассине палăртман. Саккун вĕренекене учрежденирен кăларса яма çеç ирĕк парать (19 ст., 7 п.).
Уставсенче шкулта ĕçлекенсене административлă айăплав пирки те кĕртнĕ. Ку та саккунсемпе килĕшсе тăмасть. Административлă айăплав хурасси Раççей Федерацийĕн аллинче. Шкулта ĕçлекенсене дисциплина енчен çеç айăплама юрать.
Прокуратура шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсен уставĕсене те тишкерчĕ. Тĕрĕслеве Шăнкăртамри, Туçари, Сăкăтри, Кивĕ Ахпÿртри, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи, Аслă Чеменри, Ишлĕри, Патăрьелĕнчи “Центральнăй” тата “Солнышко” ача сачĕсенче ирттертĕмĕр. Патшалăх тата муниципаллă ача-пăча учрежденийĕсен ĕçне РФ Правительстви çирĕплетнĕ Типлă положенипе йĕркелесе пыраççĕ. Унти 27 пунктпа килĕшÿллĕн шкул çулне çитмен ачасен учрежденине комплектлассине учредитель палăртать. Çакна устава та кĕртнĕ. Типлă положенин 28 пункчĕ ача садне 2 уйăхран пуçласа 7 çул таранчченхи ачасене йышăнма ирĕк парать. Анчах та районти ача сачĕсен уставĕнче 1,5 çулран пуçласа 7 çул таранччен тесе палăртнă. 28 пункт ачана медицина заключенийĕпе, ашшĕ-амăшĕн (саккунлă представителĕн) пĕрин е теприн докуменчĕсемпе йышăнма ирĕк парать. Уставсенче вара ашшĕ-амăшĕн заявленийĕ, путевка, медицина докуменчĕсем, чирлĕ ачасемпе хутшăнманни çинчен калакан справкăпа йышăнаççĕ тенĕ.
Сывлăхсăртарах тата инвалид-ачасене ашшĕ-амăшĕ (саккунлă представитель) килĕшсен çеç тата психологи – медицина – педагогика комиссийĕн заключенийĕпе никĕсленсе йышăнмалла.
Уставсенче учреждение çăмăллăхпа илмелли категорисене палăртнă, анчах та пурне те мар. Судьясене, прокурорсене, следовательсене, милицисене çăмăллăхлисен шутне кĕртмен. Саккунсенче вара çакă пур.
Уставсенче Типлă положенин 42 пунктĕнчи 2 абзацпа килĕшсе тăракан положенисем çук. Унта педагогика ĕçне тума юраман категорисем кĕреççĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр шкулсемпе ача сачĕсенче хăй тытăмлăх организацийĕсене йĕркелесе ĕçлеттересси пирки асăнман. Çакă вĕрентÿ учрежденийĕсене ертсе пымалли правăна пурнăçлама май памасть.
Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх Патăрьел районĕн пуçлăхне протестсем ярса панă.
Е.ИВАНОВА,
прокурор пулăшуçи.