27 декабря 2008 г.
Пилĕк çул çитрĕ Настьăпа Миша мăшăрланнăранпа, анчах çак вăхăтрапилĕк кун телейлĕ пулчĕ-ши хĕрарăм; Упăшки енчен хисепĕ çук, юратăвĕ пирки сăмах та уçмалла мар.
Туй хыççăн тепĕр кунне: “Халь эс ман арăм, ниçта та каймастăн. Çитет сан хыççăн чупса, сăмаххусене итлесе”, – тесе лаплаттарса хунăччĕ Миша. Чăнах та, унтанпа ним лайăххи те çук. Çырăннă хыççăн тепĕр икĕ кунтан арăм пулса кĕнĕ çуртран Настя куççуль тăка-тăка Шупашкара каякан автобус патне васкарĕ. Ĕçе тухмалла пулнăран тата чунĕ кÿтсе çитнĕрен çамрăк кин хулана кайрĕ. Упăшкин тетĕшĕ çеç ăна лăплантарса юнашар пычĕ. Ирĕксĕрлесе тенĕ пек сумкине конфет-печени, кукăльсем чикрĕ. Мишăшăн пулсан – ик айкки те тăвайкки.
Шупашкарта та пĕрлехи пурнăç ăнсах пымарĕ. Кашни кун тенĕ пекех арçын хăйĕн характерне кăтартсах тăчĕ: хăр-хар кăшкăрасси, çапса ярасси уншăн ниме тăмастчĕ. Ача пирки ĕмĕтленекен Настя çие хăварма та хăрарĕ, сусăр пепке çуратасран шикленчĕ. Упăшкипе ашшĕ-амăшĕнчен, тăванĕсенчен, тус-юлташĕнчен аванмарланса çеç пĕрле пурăнчĕ. Чăтрĕ, май пур таран чăтрĕ çамрăк хĕрарăм. Мăшăрĕ еркĕн тупса яман пулсан малалла та унăн мăшкăлне тÿсетчĕ. Миша хăйĕн урăххи пуррине систерсех тăратчĕ, Настьăна унпа танлаштарма та именместчĕ. Арăмĕн апачĕ те тутлă мар, çунă япалисем те таса мар, пÿрт-çуртĕнче те тирпейлĕ мар... Хăртмалли сăмахсем тупсах тăратчĕ, çын умĕнче те пĕр шелсĕр мĕскĕнлететчĕ.
Ĕçре кăна Настя хăйне лайăх туятчĕ: шÿтлет, кулать, пуринпе те пĕр чĕлхе тупать. Çакăн пек маттур хĕрарăм ниме тăман арçынна мĕнле чăтса пурăннинчен пурте тĕлĕнетчĕç. Пурнăç малалла та хăнăхнă йĕрпех чупатчĕ-тĕр, тăван ялне кайнă чухне Настя автобусра хăйĕнпе пĕр çуларах арçынпа паллашрĕ. Кĕрнеклĕ те яштакаскер пĕчĕк хĕрĕпе пĕр вĕçĕм калаçатчĕ, хăйĕн куçĕнче пăшăрханупа тунсăх пурри сисĕнетчĕ. Канашра автобус заправкăна кайсан аванах кĕтмелле пулчĕ. Пĕчĕкскер йĕрмĕшме пикенчĕ. Настя хĕр ачана йăпатма, унпа выляма пуçларĕ. Çакăнтан сăмах çумне сăмах çыпçăнчĕ. Хĕрарăм арçын Володя ятлине, арăмĕ йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнине, халĕ ачипе иккĕшĕ тăван ялне кайнине пĕлчĕ. Урăх тĕл пуласси пирки пĕри те çăвар уçмарĕç. Шăпа тенин хăйĕн саккунĕ çав. Настя Володьăна троллейбусра тĕл пулчĕ, сăмах пуçарчĕç. Лавккана кĕрсе хĕр ача валли парне суйларĕç. Леночкăн çуралнă кунĕ иккенне пĕлсен Настя та пукане туянчĕ. Кайран виççĕшĕ пĕрле Володьăсен килĕнче торт çирĕç. Настя хăйне çемьери пек туйрĕ, Лена та ун çумĕнчен хăпма пĕлмерĕ. Час-часах пурте пĕрле тĕл пулма, уçăлса çÿреме пуçларĕç. Володя та хăйĕн çине ăшшăн пăхнине хĕрарăм сисрĕ.
Туй пулни 5 çул çитнĕ кун Настя Миша киличчен, вăл таврăнмасан та пултарать-ха, япалисене пуçтарчĕ, чи çывăх юлташ хĕрĕ патне тухса кайрĕ.
Малтанласа Миша арăмĕ тухса кайнине ĕненмерĕ, таврăнасса кĕтрĕ. Уйрăлас марришĕн те тапаçланчĕ. Настя çирĕп кăмăлпа тăнине курсан çеç киревсĕр сăмахсемпе вăрçа-вăрçа уйрăлма ирĕк пачĕ. Настя упăшки серепинчен тухнине Володя хĕпĕртесе йышăнчĕ. Часах çĕнĕ çемье çуралчĕ.
О.БЕЛЬДЕКОВА.