АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔМĕТЛЕННИ ПУРНĂçЛАНАТЕХ

27 декабря 2008 г.

Куçа уçнă-уçманах хама темĕскер çĕнни, лайăххи кĕтнине туйса илтĕм. Тĕрĕсех ĕнтĕ, паян манăн çуралнă кун вĕт!

Олег çумра çукчĕ, унăн одеколон шăршийĕ çеç ăна аса илтеретчĕ. “Мана валли чечек илме кайнă ĕнтĕ”, – шухăшласа илтĕм. Юратнă çыннăм пĕр-пĕр уяв умĕн час-часах вăхăтлăха çухалса илетчĕ. Анчах та эп вăраннă тĕле ман умма поднос çине лартнă кофе куркипе тата чечексемпе килсе тăратчĕ. Паян вара çук та çук. Олег мана валли парне туянмашкăн укçа пухнине те пĕлетĕп, анчах хальхинче кĕтсе те ывăнтăм.

Ытти хĕрсем пекех эпĕ те тем пирки те ĕмĕтленетĕп, анчах юратнă çыннăм олигарх мар-çке. Хамăн кăмăл пирки хитре хуплашкаллă журналсенчи куçа илĕртекен рекламăсене пăхсан çеç аса илетĕп. Журнала хупсанах çумра тăракан юратнă Олега куратăп та, чунра лайăх та лăпкă пулса каять.

Тăрса çăвăнтăм та иксĕ-мĕре валли кофе хатĕрлерĕм. Куркана тытса чÿрече умне пытăм. Пăхрăм та, вырăнтан хускалаймастăп. Пирĕн подъезд умĕнче кĕрен лентăсемпе илемлетнĕ, хĕллехи хĕвел çутинче йăлтăртатса сирень тĕслĕ çăмăл машина ларать.

Машина; Ку вĕт манăн тахçанхи ĕмĕт! Мана; Олегран; – кухньăра ниçтан хама валли вырăн тупаймастăп, телефона илтĕм, савнин номерне пухма пуçларăм. Çавăнтах каялла хутăм, сивĕ тенкел çине кĕрсе лартăм. Чĕре сикме чарăнманччĕ, анчах ăс Олегăн кун пек парне валли кĕсйи çÿхерех иккенне питĕ лайăх ăнланчĕ. Кредит пирки те шухăшламалли çук. Леночкăна валли ĕнтĕ. Пĕр пек çеç килсе тухнă тесе шухăшласа илтĕм.

Леночка 2 этаж аяларах пурăнать. Сăн-пичĕпе, пĕвĕ-сийĕпе питĕ илемлĕ, барби пукане пекех. Ăна кăмăллакансем тата ун хыççăн чупаканнисем темĕн чухлех, вĕсем хушшинче ватти те, çамрăкки те, хусаххи те, авланни те пур. Хваттерне те ăна çавсенчен пĕри парнеленĕ. Машина та черетлĕ парне-тĕр. Тĕрĕссипе, Леночка çав парнесем шутĕнче çеç пурăнать. Кĕвĕçместĕп эп ăна, çук, анчах хальхинче машинăна ăна партарас килмерĕ.

Алăка уçнă сас ман шухăшсене татрĕ. Олег таврăнчĕ, эпĕ ăна хирĕç чупса тухрăм.

– Эс вăраннă та-и; Апла пулсан лайăх, тумлан хăвăртрах! – терĕ Олег, хăй телейлĕн çиçет.

Вăшăл-вашăл тумлантăм та, юратнă çыннăм хыççăн урама чупса тухрăм. Лентăсемпе илемлетнĕ машина умĕн иртнĕ чухне чĕре пĕр вăхăт тапма та чарăнчĕ. Шанчăка çухатмасăр Олег çине пăхрăм, вăл автомобиле курман пекех иртсе кайрĕ. Тинех эпĕ те вăл пăхакан вырăналла тинкертĕм.

Картиш варринче тем пысăкăш юр кĕлетке ларать. “Акă мĕншĕн Олег час таврăнмарĕ, юр кĕлетке калăпланă”, – шухăшларăм. Çывăхарах пынă хыççăн Хĕл Мучие эпĕ лавккара килĕштернĕ шапкăпа шарф тăхăнтартнине куртăм. Манăн вĕсене питĕ туянас килетчĕ, анчах хаклă тесе пăрăнса утрăм. Олег вара ас туса юлнă, ман кăмăла кайнă япаласене кайса илнĕ.

Олег çине пăхрăм. Вăл хăрах урипе чĕркуçленнĕ, мана кĕл чечек çыххи тăсать, тепĕр аллинче – сирень тĕслĕ пĕчĕк çеç коробка.

– Качча тухатăн-и мана; – доска умĕнчи арçын ача пек хăюсăррăн ыйтрĕ манран.

– Паллах, юратăвăм! – пĕр шухăшламасăр хуравларăм, мĕншĕн тесен эпĕ кун пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ.

Коробкăна уçрăм, унта бриллиантпа илемлетнĕ тĕлĕнмелле хитре çĕрĕ хĕвел çутинче йăлтăртатса çеç выртать.

Юрату тата ачашлăх туйăмĕ тинĕс хумĕ евĕр пырса çупăрларĕ.

– Юрататăп сана, манăн романтикăм, – тесе Олег çумне пырса тăтăм, унăн сивĕпе хĕрелнĕ питне ачашласа. – Тавтапуç сана пуриншĕн те! Эсĕ ман чи хаклă парнем! Машина валли вара эпир ĕçлесе илĕпĕр.

ТАТЬЯНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика