27 декабря 2008 г.
Çын... Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши; Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кун-çул вĕçленичченех çĕр çинчи тивĕçне пурнăçласа пырать. Хăналăха çеç килет вăл çут тĕнчене. Тĕттĕмлĕхрен тухать, тĕттĕмлĕхе ăсанать. Хăналăх вăхăчĕ вара унăн хĕвел шевли ÿкекен улăх-çаранлă, курăк-йывăçлă, шыв-шурлă, тĕрлĕ тĕслĕ чечеклĕ çĕр çинче киленсе утса, кăкăр тулли уçă сывлăшпа сывласа, кайăк-кĕшĕк юррипе савăнса, юратнă ĕçре, кил-йышра чун канăçне тупса, тăван-пĕтенпе ĕçсе-çисе, йывăрлăха çĕнтерсе, малашлăха ĕмĕтленсе, ыррипе усалли хушшинче кĕрешсе иртет.
“Этем телейĕн никĕсĕ – тÿрĕ те таса ĕмĕтлĕ ĕç пулса тăрать”, – тенĕ чăвашсен паллă поэчĕ К.В. Иванов поэт. Ахаль мар вăл халăхăн ĕçне-хĕлне ăшă кăмăлпа сăнласа панă: “Ĕçчен чăваш вăкăр пек, юрла-юрла ĕç тăвать”, “Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен”... Эппин, çĕр çинче этем чи вăйли, чи хăватли тесшĕн автор. Пурнăçра ăса тĕрĕс йĕркелеме пĕлсен, вăл, чăнах та, тĕнче хуçи пулма тивĕçлĕ.
Çак сăмахсем К.Иванов пĕр ĕмĕр каялла çырнă “Нарспи” поэмăран. Ăна И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ 40 çул çитнине халалласа кăларнă “Чăваш халапĕсем” кĕнекере 1908 çулта пичетленĕ. “Нарспи” поэма – Константин Иванов пултарулăхĕн чи çÿллĕ шайне кăтартакан произведени, пĕр ĕмĕр вулакансен чĕринчен тухма пĕлмест.
Поэмăра 19 ĕмĕрти чăваш халăх пурнăçĕ сăнланнă. Нарспипе Сетнерĕн телейсĕр юратăвĕ тĕп вырăнта тăрать пулсан та вăл вăхăтри чăваш халăхĕн йăли-йĕркине те туллин сăнлама пултарнă поэт. Мĕнпе сывлать, мĕнпе пурăнать, мĕн ĕçлет, мĕн çиет чăваш – пурте поэмăра сăнланнă. Пурте чуна çывăх. Унта чăвашăн паянхи кунне сăнласа панă тесен те йăнăш пулмĕ. “Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен” йĕркесен малаллахи тăсăмĕнче халăхăн йăли-йĕркинче киревсĕрри, усалли те нумай пулни çинчен палăртнă. Çавăнпа этем вăйне тин çеç мухтаса илнĕ К.Иванов çынсем хăйсем пăхăнса тăракан тĕнчене, урăхла каласан, обществăн тĕп йĕркисене, тÿрех сивлеме тытăнать:
Анчах вăйлă этем те
Хăй тĕнчине пăхăнать.
Укçапала эрехех
Çынна ăсран кăларать.
Акă вăл, поэт шухăшĕпе, хальхи тĕнчере этеме телейлĕ пулма чăрмантаракан тĕп сăлтавсем. Çынна эрех ăсран кăларнине эпир хăш чухне паян кунчченех куратпăр. Эрех-сăра сиенĕ ытларах ял хушшинче сарăлнă пуль тесе шутлатăп (те хам ялта пурăннăран). Клубсем ĕçлемеççĕ. Çамрăксем валли барсем уçса тултарчĕç. Ирĕксĕрех ял çамрăкĕ унталла утать. Аслăрах çулхи çынсем валли те ял хушшинче ĕç çук. Пушă вăхăт нумай. Мĕн тумалла; Каллех эрех-сăрана пуç пулма ирĕк параççĕ. Аслă поэт çак хăнăхăва хыттăн сивленĕ.
Пуянлăха, укçа-тенке çынлăхран та ытла хакласси çирĕммĕш ĕмĕр вĕçĕнче каллех вăй илчĕ.
Кашни çыннăн хăй чунĕ ыйтнă пек пурăнмалла теççĕ. Паллах, халăх ырă йăли-йĕркине, патшалăх çирĕплетнĕ саккунлăха пăсса мар ĕнтĕ. Этем чысĕпе тивĕçлĕхĕн аталану шайĕнчи ĕрет-несĕп картинчен тухмасăр тесшĕн эпĕ. Тата – хăйне çын пек туйса. Çак уçлăх чиккинчен тухсан çынна асап-инкек, терт-нуша е вилĕм кĕтет.
Анчах япала, мул-пуянлăх, укçа-тенкĕ пуç пулса тăракан вăхăтра чун тасалăхне упрама питĕ йывăр. Кашни çыннăн илемлĕрех, тулăхрах пурнăçпа пурăнас килет. Анчах та телейĕ пурин те пĕр мар: пĕрин пурлăхĕ-пуянлăхĕ ытлашшипех, теприн вăл çитсех пымасть. Уйрăм çын харпăрлăхне экономикăра хуçаланма ирĕк панă хыççăн укçа-тенкĕ хакĕ уйрăмах ÿссе кайрĕ. Укçа пур – власть та, мул та пур – мĕн кирли пурте пур. Пурне те укçалла сутăн илме пулать. Анчах ку япала чури пулса вăрра, çаратакана тухмалла тенине пĕлтермест. Хăвăн мар япалана сĕмсĕррĕн туртса илни е вăрттăн хăв патне куçарни чунна пусахланиех, мĕншĕн тесен эсĕ общество умĕнче çылăха кĕретĕн, ăна сиен туни хăвна сиен туниех. Таса чунлă çын хуçасăр е хуралламан япалана илместех. Хăв ĕçлесе тупнă япала çеç чуна канăç кÿрет. Шел пулин те, хальхи вăхăтра чыспа чун тасалăхне те укçалла сутакансем пур. Укçана парăннипе суя демократи те вăй илчĕ. Çапах та чун тасалăхне куç пек сыхлакан çынсем те çук мар. Вĕсем пеккисем ытларах пулсассăн – тем пекехчĕ. Çапла пултăрах!
Укçапа эрехсĕр пуçне çынран вăйлăраххи çынран хăйĕнчен килмен самантсем тесе шутлатăп эпĕ. Вăрçă-харçăра мĕн чухлĕ çын вилет, аманать, хыпарсăр çухалать; путсĕр çынсен тискерлĕхĕпе те нумай çын вăхăтсăр çĕре кĕрет; ашшĕ-амăшĕ ачисене пăхманран е ачисем ашшĕ-амăшне хисеплеменрен – мĕн чухлĕ тăлăх турат хĕн-хур, асап курать; ăнсăртран сиксе тухакан пушарта е çул-йĕр çинчи хăрушлăхра – миçе çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать е миçе çын уксах-чăлах тăрса юлать; террористсемпе киллерсен мăшкăлĕ пулаканнисем тата миçен-ши; Шухăшлама та хăрушă.
“Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен...”, – тетпĕр пулсан, çут тĕнчере çыннăн вырăнĕ çав тери пысăк. Усаллисĕр пуçне ырри те нумай-çке. Çын тĕнче уçлăхне парăнтарма пултарни, компьютер, видеопа инçеткурăм, тĕрлĕрен техника шутласа кăларни К. В. Иванов сăмахĕсем чăннипех те тĕрĕс пулнине çирĕплетсе параççĕ.
Халăхра этеме Турă та сыхлать теççĕ. Çапах та çыннăн хăйĕн пурнăçĕшĕн хăйĕн тăрăшмалла. Кирек мĕнле самантра та хăйшĕн тăма, хăйне упрама пĕлмелле.
А.ПЛЕШКОВА.
Туçари вĕрентÿ центрĕ.