31 декабря 2008 г.
Çывхарса килекен Вăкăр çулĕ умĕн чылай вăхăт таврана шурă юр йăлтăркки илем кÿреймерĕ пулин те, çынсем пĕри те тепри пуçа усмарĕç, пурăнакан çурт, кантур умĕсене илемлетрĕç, симĕс чăрăшсене капăрлатрĕç. Пăлапуç Пашьелĕнчи В.Матюшкин депутат пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ хăйсен умне ватти-вĕтти савăнмалăх пысăк чăрăш лартса капăрлатать. Кăçалхи “вăрман пики” ытти çулхисенчен те хитререх. Тул çутăличчен тата каçхине чăрăш çинчи çутăсем çăлтăрсем евĕр куç хуппилле выляççĕ: пĕрре çутаççĕ, тепре сÿнеççĕ... Кассипех савăнаççĕ паян çак илемпе.
Валерий Ильичпа Нина Алексеевна Матюшкинсем ялта хисеплĕ мăшăр. Пилĕк пăхаттир çитĕнтереççĕ вĕсем. Ачисем те пурте тăрăшуллă. Хуçалăхра йышлă выльăх усраççĕ, çемье бюджетне тĕреклетеççĕ.