31 декабря 2008 г.
Мĕн чухлĕ пурăнатăн, çавăн чухлĕ ытларах пĕлетĕн. Кулленхи пичете сăнаса тăни те интереслĕ материалсемпе паллашма пулăшать. Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан В.Табаков (ÿкерчĕкре) çинчен пуçласа вуламастăп, илтместĕп эпĕ. Анчах кашни хутĕнчех унăн çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ те, тĕлĕнтереççĕ те. 2006 çулхи июнь уйăхĕнче, акă, “Медицинский вестник” кăларăмра Раççейри Аслă аттестаци комиссийĕнчен ырă хыпар килни çинчен пĕлтернĕччĕ. Чăваш Енре тепĕр ученăй хушăнни çинчен çырнăччĕ. Владимир Алексеевич ВИЧ-инфекци проблемипе диссертаци ĕçне хÿтĕленĕ пĕрремĕш çын иккен. Врач-эпидемиологсенчен ученăй степенне пуçласа тивĕçнĕ специалист ентешĕмĕр. Çак кунсенче 60 çул тултарать вăл.
Йăх тымарне тĕпчессипе çанă тавăрсах ĕçлени те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕччĕ. Ашшĕпе амăш енчи тăванĕсене 2500 ытла çынна тупнă В.Табаков. Вĕсен пурнăç йĕрĕпе 300 çул каялла “утса” тухнă.
Кулленхи пурнăçа ĕçпе çыхăнтарса пырса тата тĕрлĕ наука конференцине хутшăнса хатĕрленĕ докладсене Прага, Мускав, Харьков, Хусан, Омск, Чулхула, Якутск, Шупашкар хулисенчи изданисенче пичетлесе пыни сахал мар вăхăта илет. Тавракурăма анлăлатса пырасси çинчен каламасăрах паллă.
Ученăй пулма çăмăл мар. Çавăнпа ентешĕн ÿсĕм картлашкисене палăртса хăварасах килет. Владимир Алексеевич колхозник çемйинче çуралнă. Ачалăхĕ ыттисеннипе пĕрешкелех иртнĕ. Çул çитсен Патăрьелĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. Унтан вăтам шкула кайнă. Вун саккăрти каччă Хусан патшалăх медицина институтĕнче врач-эпидемиолог специальноçне алла илнĕ. Çăкăр хакне ачаранах туйнă вăл. Институтра вĕреннĕ чухнех нумай тиражлă “Советский медик” хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ пулнă. Çырас ăсталăха Хусан университечĕн журналистика кафедринчи пултарулăх курсĕнче вĕренсе туптанă. Çакна çирĕплетекен диплом та пур унăн.
Вĕреннĕ вăхăтрах студент факультетри комсомол бюровĕн, институтри спортклубăн членĕ пулнă. Кайран Чăваш патшалăх университечĕн кафедрине наука ĕçченĕ пулса вырнаçнă. Ĕç кĕнекинче республикăри сывлăх министерствин санэпидемстанцин пайĕнче, СПИДпа кĕрешекен тата профилактика центрĕн врач-эпидемиологĕнче вăй хунине çирĕплетекен йĕркесем те çырăннă. Çав хушăрах Владимир Алексеевич Раççей Федерацийĕнчи сывлăх министерствин сĕнĕвĕпе Арменинчи Ленинакан хулинчи çĕр чĕтренĕвне пула инкеке тÿснисене медицина пулăшăвĕ парас ĕçе хутшăннă. Çакăншăн “СССРти санитари сыхлавĕн отличникĕ” знака тивĕç пулнă.
Врачсен, медицина ĕçченĕсен ăсталăхне ÿстерекен институтăн курсĕсенче мĕн чухлĕ лекци вуламан-ши тата; 2002 çулта вĕсене валлиех ВИЧ-инфекцийĕ çинчен ĕçре усă курмалли сĕнÿсене 500 экземплярпа пичетлесе кăларнă.
Владимир Алексеевич 2001 çулта Мускавра пичетленнĕ “Юрий Визбор”, тĕрлĕ çул Шупашкарта кун çути курнă “Батырево: вчера и сегодня”, “Пăлапуç Пашьел”, “Путь к истине”, “Батыревская энциклопедия”, 2003 çулта Самарăра кăларнă “Грушинский фестиваль” кĕнекесен авторĕ тата автор çумĕ. Пĕтĕм Союзри, республикăри, хулари телевиденипе тата радиопа тĕрлĕ тематикăпа миçе хутчен тухса калаçман-ши тата; Унăн пуçарăвĕпех автор юррисене юратакансен “Горизонт” клубне йĕркеленĕ.
В.Табакова 2003 çулта Раççей журналистсен союзĕн членне илнĕ. Фотохудожник ăсталăхĕпе вăл республикăри конкурссене хутшăнса пĕр хутчен çеç мар призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Патăрьел ентешлĕхĕн лауреачĕ те пулнă Владимир Алексеевич. Ентешлĕх ертÿçин çумĕ пулнă май унăн ĕçĕ-хĕлне пичетре çутатсах тăнă. Вăл тăрăшнипех республикăри культура министерстви паллă чăваш писателĕн А.Ф.Талвирăн Патăрье-лĕнчи çуртне истори палăкĕсен шутне кĕртнĕ.
Краеведени енĕпе тунă ырă ĕçĕсем тата та пур. Вĕсемшĕн республикăри патшалăх архивĕн дипломне, журналистсен союзĕн грамотине, архив ĕçĕсен патшалăх комитечĕн дипломне тивĕçнĕ. Чăваш наци конгресĕн мероприятийĕсене хутшăнма та вăхăт тупать ентеш. 2007 çулта В.Табакова Чăваш халăх академийĕн регионти обществăлла организацийĕ Чăваш халăх академикĕ ятне панă, генеалоги секцийĕн председательне суйланă.
Университетра чир-чĕрсен профилактикипе ĕçлекен комисси председателĕ В.Табаков. Çавна май студентсен хушшинче ирттернĕ лекцисен шучĕ те çук. Тавар кăларма ирĕк паракан паллăпа патент та пур унăн. Çакăн чухлĕ (пурне те пĕлместпĕр те, çырса та пĕтерейместпĕр) ĕç тăвакан ентеш çинчен район халăхне пĕлтересси маншăн чыс та пулчĕ. Хăйшĕн мар, çынсемшĕн, çитĕнекен ăрушăн вăй-халне шеллемест-çке вăл. Сăпайлăран мухтанма юратмасть. Хăш-пĕр çитĕнĕвĕсене пĕртăванĕсен урлă çеç пĕлме май килчĕ. Савăнăç саманчĕсене пытармасть вара Владимир Алексеевич. “Çĕр çине килнишĕн хĕпĕртетĕп. Унтан врач пулнăшăн савăнтăм. Алла ручка тытса наука ĕçне парăнса пичетре кун çути кăтартни те телей, республикăра каратэ енĕпе “пионер” пултăм, ентешлĕхĕн кĕмĕл медалĕ пур, республика Президенчĕн тав çырăвне тивĕçрĕм”, – тет.
Кану валли те вăхăтне тупать В.Табаков. Дачăра пахча çимĕç ÿстерме ăста вăл. Юлташсемпе, çемьепе кăмпана çÿрет. Çут çанталăк илемĕ, вăрман сывлăшĕ илĕртет, вăй кĕртет ăна. Сарăлса ларакан йывăçсене сăнать. Этем пурнăçĕ те çавах мар-и; Тымар çирĕп пулсан йăх малалла ĕрчетех. Çакна Табаковсемпе те çирĕплетме пулать. Апла пулсан, вĕсен йăх йывăçĕ тата та туратлантăр, Владимир Алексеевич пек ăсчахсем çуралсах тăччăр.
А.АСТРАХАНЦЕВА.