31 декабря 2008 г.
Йĕкехÿре çулталăкне тин çеç кĕтсе илнĕ пек туйăнать, умма Вăкăр çулталăкĕ те çитсе тăчĕ.
Вăкăр вăйлă, хĕрхенÿсĕр, тавăрма юратать. Çавăнпа ăна кĕтсе илнĕ чухне пур енĕпе те тимлĕ пулмалла, айăпа кĕнисене тавăрма пултарать. Ун пеккисен Вăкăр çулталăкĕнче ним лайăххине те кĕтмелле мар.
Çĕнĕ 2009 çула кĕтсе илессипе пирĕн хăш-пĕр канашсене шута хурсан аван.
Вăкăр çулталăкне коллективра кĕтсе илмешкĕн куçа шартаракан, уйрăмах хĕрлĕ тĕслĕ çи-пуç ан тăхăнăр. Хĕрлĕ тĕсе вăкăр чăтма пултараймасть. Хаклă йышши илем кÿрекен япаласене килте хăварăр. Çухатас хăрушлăх пур. Çакăншăн хăраса çеç çÿремелле пулĕ. Енчен те хăвăр тĕссĕр шăши вырăнĕнче пулас мар тесен вăтанчăклăха пĕтерĕр. Енчен те хĕрарăмсем пурте каçхи бал тумĕпе килсен, эсир спорт сти-лĕллĕ тумпа пулсан, арçынсем сирĕн çинчен куç илеймĕç. Енчен те вĕр-çĕнĕ çи-пуçпа тăк ăна тĕкпе, мамăкпа, çĕр мамăкĕпе илемлетме юрать. Металсенчен ылтăнран, кĕмĕлрен, пăхăртан тата платинăран тунă япаласене пĕрне çеç суйласа илмелле.
Енчен те 2009 çул Çĕр Вăкăрĕ тесе кĕтсе илсен е ăна Сарă Вăкăр вырăнне хурсан çĕнĕ çи-пуç туянмаллах пулать.
Вăкăр – килти выльăх. Çавăнпа та Çĕнĕ çула çемьепе кĕтсе илни вырăнлă. Çĕнĕ çул тахçантанпах çемье уявĕ шутланать. Апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне хăш-пĕр уйрăмлăхсене шута илмелле. Вăкăр тирпейсĕрлĕхе чăтма пултараймасть. Сĕтел çине ÿсен-тăрансенчен хатĕрленĕ апат лартмалла: салат çулçи, пахча çимĕç, улма-çырла. Аш-какай енĕпе асăрхануллăх кирлĕ – ĕне-выльăх ашĕ ан пултăр. 2009 çулта ÿсен-тăран апачĕ ытларах, аш-какай сахалрах çиме тăрăшăр.
Вăкăра çывăх çимелли сахалрах пултăр. Сĕтел çине вăкăр кĕлетки лартсан аван. Вăкăр пылака юратать. Çакна асра тытса пурнăçлама тăрăшăр. Вăкăр ытлашши çисе тултарма пултарнине асра тытса, вар-хырăм тата чĕре чирĕсемпе чирлисен уйрăмах асăрхануллă пулмалла.
Кил-çурта мĕнлерех илемлетмелле-ха; Пÿлĕмре тата сĕтел çинче йывăçран ăсталанă япаласем ытларах пулччăр. Çавăн пекех мĕнле те пулсан чул хурсан та аван. Чăрăша хăвăр тунă теттесемпе илемлетме тăрăшăр, чи лайăх ырă ĕмĕтсене шухăшласа хурăр.