31 декабря 2008 г.
Вăкăр çулталăкĕнче парне суйласа илессипе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Парне парас çынна çеç мар, Вăкăра та юрамалла-çке-ха.
Чи лайăх парне ăшă та ырă пултăр. Ку вăл мамăклă, çăмран хатĕрленĕ, тăваткаллă плед пулсан аван. Парне нумай çул çынна ырă кăтарттăр.
Юратнă çынна усăллă парнесем: права валли енчĕк, модăллă ручка, кун кĕнеки, визит хучĕ, кĕсье хунарĕ.
Романтикăллă парнесем: ресторанри апатран пуçласа сывлăш шарĕпе вĕçичченхи тÿлев сертификачĕ, сасăллă, сăн ÿкерчĕклĕ салам, сирĕн тата пĕрлехи ÿкерчĕкĕн пазлĕ, “çĕр çырли саламĕ” тесе çырнă торт.
Кĕтменлĕхлĕ парнесем: ÿсен-тăран çулçиллĕ çăмарта (çулçă çине мĕн те пулсан çырмалла), шалта чĕрĕ ÿсен-тăранлă брелок, пĕчĕк аквариум, компьютер “шăшийĕ”, Хохлома ÿкерчĕкĕллĕ нефть вышки, мĕнле те пулсан сĕтел çи вăййи, шăрпăк конструкторĕ.
Пуянлăх сĕнсе тăвакан парнесем: çÿлерех асăннă нефть вышки, чĕрĕ укçа йывăçĕ (толстянка, вак укçа çакса), вак укçа хыпнă китай шапи.
Чи кăткăс парне ачасемпе ашшĕ-амăшне мар, асаттесемпе асаннесене, кукамайсемпе кукаçисене памалла. Паллах, Çĕнĕ çул символĕсемпе çыхăннисем пулмалла. Унсăр пуçне ăшă плед, çемçе пушмак, электрогрелка, бальзам, курăк чейĕн пуххи, мăнук сăн ÿкерчĕкĕ тата ытти те.
Хĕрарăмсене çемçе тетте, заколка, пысăк чечек çыххи парнелесен кăмăллă пулĕ. Ăшă çĕр-шывсене кайма путевка, интерьер япали, юратнă хĕре çывăрма пурçăн кĕпе е чăлха парнелесен ытлашши пулмĕ.
Енчен те эсир туссем патне кайма пуçтарăннă тата Çĕнĕ çул “сăмса вĕçĕнче” пулсан пĕр кĕленче хĕрлĕ эрех илсе кайни вырăнлă.