АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕчĕсем çунатлă

31 декабря 2008 г.

Пирĕн хаçата вулакансем Сăкăтри Иван Николаевич Ильин ятне аван пĕлеççĕ ĕнтĕ. Унăн хайлавĕсемпе очеркĕсем паян пулса иртекен ĕçсене мар, ытларах ĕлĕк-авал, иртнĕ ĕмĕрсенчи пулăмсемпе паллаштарма тăрăшаççĕ. Район 80 çул тултарнă тĕле вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăха истори очеркĕсен ярăмĕпе тĕлĕнтерчĕ, районăн авалхи çул-йĕрне тишкерчĕ. Паллах, материалсемшĕн Иван Николаевичăн библиотекăсемпе архивсенче сахал мар ларма тивет. Çак тĕллевпе вăл Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн архивĕпе библиотекин, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш наци библиотекин, Ульяновскри Карамзин ячĕллĕ кĕнеке Керменĕн, Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн, Ульяновскри В.И. Ленин мемориалĕн библиотекин, Тутар Республикинчи Пăва районĕн, хамăр районти архив алăкĕсене мĕн чухлĕ уçман-ши! Çавăн пекех Хусан, Мускав, Санкт-Петербург хулисенчи хăш-пĕр архивсемпе те çыхăну тытать.

Район энциклопедине хатĕрлессипе те чылай ĕçлерĕ Иван Николаевич. Вăлах çак паха кĕнекен редакци членĕ. Энциклопедин 2-мĕш томĕ валли те сахал мар материалсем хатĕрлерĕ.

Иван Николаевич 4 кĕнеке авторĕ. Вăл Тĕнчери баталистсемпе маринист писательсен ассоциацийĕн членĕ. Тĕпчев ĕçĕсемпе тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕ ăна “Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ” ят парса чысларĕ, Чăваш халăх академийĕн членĕ пулма суйларĕ.

Иван Николаевичăн юлашки çулсенче тухнă кĕнеки вырăсла – “К истории церквей и приходов V-го Благочинного округа Чебоксарско-Чувашской Епархии”. Автор кунта Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи чиркÿсен кун-çулĕпе паллаштарма тăрăшнă. Кĕнекене кăларас ĕçре Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Анатолий атте (Анатолий Дмитриевич Сорокин) протоиерей тÿпи пысăк.

И.Ильин çамрăках мар ĕнтĕ, 80 çула пусать. Апла пулсан та унăн ĕçри малаллахи шухăшĕсем пысăк. Иван Николаевич 2009 çулта “Авангард” вулавçисене районти халăха вĕрентес ĕç историйĕ пирки паллаштарма ĕмĕтленет.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика