31 декабря 2008 г.
2008 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕ район историшĕн пысăк саспаллисемпе çырăнса юлчĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕн вĕçĕнче Чăваш Республика Президенчĕ Н.Федоров пирĕн районта пулса Шăнкăртамра çĕнĕ шкул уçнă çĕре хутшăнчĕ. Унпа пĕрлех ЧР Вĕрентÿ министрĕ Г.Чернова та пулчĕ. Ку вăл чăн малтанах вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн, ял çыннисемшĕн Çĕнĕ çул умĕнхи питĕ пысăк парне пулчĕ.
Ял, район савăнăçне пайлама виçĕ хутлă капăр шкул умне халăх йышлă пуçтарăннă. Пысăк мероприятие район шайĕнчи ертÿçĕсем, хуçалăх руководителĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Шăнкăртамсемшĕн çут çанталăк та хĕпĕртенĕ тейĕн. Çак каçхине шăпах тавралăх шурă пуставпа витĕнчĕ.
Савăнăçлă уява район пуçлăхĕ Н.Глухов уçрĕ, пурне те Çĕнĕ çул умĕнхи пысăк хавхаланупа саламларĕ. Район пуçлăхĕ Чăваш Ен Президентне сăмах парсанах Шăнкăртамсем вунпĕр уйăхра тулса çитнĕ савăнăçне пытараймарĕç, тăвăллăн алă çупса ячĕç, çине-çинех “тавтапуç” тесе кăшкăрчĕç.
– Паян эпир уçакан çак 400 вырăнлă хитре те капмар çурт çирĕм пĕрмĕш ĕмĕрте ачасемпе вĕрентекенсем валли ĕçлеме, канма, аталанма, сывлăха çирĕплетме пур енĕпе те тивĕçтерекен пысăк пĕлтерĕшлĕ шкул. Вăл районти, республикăри, Раççейри çеç мар, тĕнче шайĕнчи шкул пултăр тесе тăрăшрăмăр. Çакă, паллах, питĕ пысăк ĕç, тăрăшу, ăнтăлу. Шăнкăртамсем çак шкул çуртне хăйсен ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе, политика тĕлĕшĕнчен çирĕп, пĕр шухăшлă пулнипе çĕнсе илчĕç. Çак вĕрентÿ керменĕ нумай-нумай аслă та талантлă çынсене хатĕрлесе кăлартăр, – терĕ республика Президенчĕ Н.Федоров шкул коллективне хаклă йышши стоматологи хатĕрĕсен свидетельствине парнеленĕ май.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çуртне уçма пухăннисене, строительсене, çак ĕçе явăçнă çынсене, ăна хăвăртлатма пулăшнă мĕн пур шайри ертÿçĕсене, Чăваш Ен Президентне, Правительствăна, вĕрентÿ министерствине тав туса шкул директорĕ С.Калайбашева, ял тăрăх пуçлăхĕ Р.Купкенов, ЧР Мăсăльман Тĕн управленийĕн ертÿçи А.Крганов, “Булат” тулли мар яваплă общество генеральнăй директорĕ Р.Абдулвалеев тухса калаçрĕç.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн республика ертÿçи ĕç пÿлĕмĕсемпе, уйрăм кабинетсемпе, вулавăшпа, спорт- залпа паллашрĕ, вĕрентÿ базине питĕ пысăк хак пачĕ.
– Çакăн пек хăтлă шкулта вĕренсе ÿссен кам пулма шутлатăр; – ыйтрĕ Николай Васильевич улттăмĕш класра вĕренекенсенчен. Ачасем пĕри ют чĕлхе учителĕ, тепри тухтăр пуласси çинчен пĕлтерчĕç. Пĕр харсăр вĕренекен çухалса каймарĕ: “Эпĕ Президент пуласшăн”, – терĕ. Ырă шухăш тата ăшă кулă пурин кăмăлне те кайрĕ.
Ял халăхĕпе, шкул коллективĕпе йĕркеленĕ ăш пиллĕ калаçу хăтлă залра малалла тăсăлчĕ. Кунта вара Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров çак пысăк ĕçре уйрăмах тăрăшулăх кăтартнă ĕçченсене ятран асăнчĕ, Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
А.ЕГОРОВА.