31 декабря 2008 г.
Иртсе кайнă çул кашни çыншăн тĕрлĕрен асра тăрса юлĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр инспекторĕсемшĕн те çавах. Кăçал, сăмахран, мĕн пур аварисенчен пиллĕкĕшĕ çуран утса пыракансен айăпĕпе пулнă. Вĕсем инкек-синкексĕр вĕçленмен: икĕ çын вилнĕ, тăваттăшĕ аманнă.
Çĕнĕ çулта çуран утса çÿрекенсемпе явăçнă аварисен шучĕ чактăр, сахаллантăр тесе çак уйăхăн вĕçĕнче декабрĕн 25-27-мĕшĕсенче, республикăри шалти ĕçсен министерстви ятарласа “Пешеход” профилактика рейчĕ ирттернĕ. Çак тапхăрта пирĕн инспекторсем çул урлă каçмалли паллăсене тĕрĕсленĕ, водительсемпе асăрхаттару ĕçĕсем йĕркеленĕ.
Т.БОРИСОВА,
районти ОГИБДД инспекторĕ.