31 декабря 2008 г.
Кремль куранчĕсем 24 сехет çитнине пĕлтерсе çапасси нумай юлмарĕ. Апла пулсан иртсе пыран 2008 çула пĕтĕмлетме юрать. Пуриншĕн те асра юлмалли самантсем пулнах ĕнтĕ кăçал. Хаçата çырăнса илекенсемшĕн, ăна вулакансемшĕн, унăн страницисенче тĕрлĕ хыпар-хайлав пичетлекенсемшĕн пушшех те. “Авангард” хаçат редакцине кăçал 1020 çыру кĕчĕ. Хĕпĕртесех пĕлтеретпĕр, авторсен йышĕ пĕлтĕрхинчен ÿсрĕ. Чи активлă обществăлла корреспондентсене вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Вĕсен хушамачĕсем хаçат страницисенче тăтăшах пичетленеççĕ. Çапах çулталăк вĕçĕнче чи хастаррисене тепĕр хут палăртар.
Малтанах ветерансен кăмăлне çĕклер. Малашнехи пултарулăх ĕçĕнче хавхалантарса хăварар. Нăрваш Шăхалĕнчи В.Бородкин редакцие тăтăшах килсе çÿрет. Пĕрре те пушă алăпа мар. Спорт хыпарĕсене пĕлтерсех тăрать. Хирти Пикшикри Ф.Фазуллин та çак темăпа çырать. Спорт историне тĕпчени те кăмăллă. Шăнкăртамри Ф.Чабатов, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти В.Антипов ачасене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарассипе сахал мар ĕçлеççĕ. Çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ ăмăртăва явăçтараççĕ. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Хăйсен савăнăçне вулаканпа пĕрле пайлаççĕ.
Нăрваш Шăхалĕнчи Б.Кошкин çырăвĕсенче ял хуçалăх пурнăçĕ тĕп вырăн йышăнать. Ăстаçăсем çинчен çырнă статйисене вуншар çулсем вулаççĕ район çыннисем. Хăй çеç мар, çемйипех туслă вĕсем хаçатпа. Мăнукĕ те амăшне ырласа заметка ячĕ.
Вăтаелĕнчи Н.Машин, Козловкăри В.Хитрова хăш-пĕр манăçа тухма пăхнă темăсене çĕклеççĕ. Хаçатпа çыхăну тытакан учительсем те пур. Аслă Чементи Н.Кошелева, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Г.Хлебникова, Ыхра Çырминчи С.Кулакова, З.Тазетдинова, Çĕнĕ Ахпÿртри Л.Казакова ÿркенмесĕрех шкул меро-приятийĕсене çутатса тăраççĕ.
Поэзи ани те ансăр мар хаçатăн. Упамсари Г.Васильев, Треньелĕнчи Галка Ваçлейĕ, Первомайскинчи Я.Степанов, Ишлĕри В.Тихоновпа И.Ерофеев, Патăрьелĕнчи Л.Сорокина, Кивĕ Ахпÿртри А.Павлов, Хирти Пикшикри З.Макачев, Кзыл Чишмари М.Абдуллин, Ыхра Çырминчи Р.Гайфин çĕнĕрен çĕнĕ сăвăсем шăрçалаççĕ.
Хăйсен ăсталăхне туптакан шкул ачисем те хушăнсах пыраççĕ. Турханти Э.Трошкина, Ыхра Çырминчи Ю.Кулакова, Туçари А.Табакова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам, Алманчăри шкулта вĕренекенсем пирĕнпе çыхăну тытаççĕ.
Çĕнĕ Ахпÿртри В.Люкин та кĕрсех çÿрет. Кроссворд хыççăн кроссворд хатĕрлет вăл.
Социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ф.Майорова, ГИБДД инструкторĕ Т.Борисова, район прокурорĕ Ю.Фуражников, врачсем, тĕп библиотека ертÿçин çумĕ Н.Мазякова тата ыттисем те халăхпа хаçат урлă канашлаççĕ.
2009 çулта пурнăçламалли ĕçсем татах та сулмаклă. Вĕсем ял хуçалăхĕпе-и, строительствăпа-и, социаллă пурнăçпа çыхăннă-и – пурте район аталанăвĕшĕн, унта пурăнакансемшĕн, вĕсен сывлăхĕпе тăнăç пурнăçĕшĕн пулĕç. Умма лартнă тĕллевсене пурнăçласси вара хаçат ĕçченĕсемпе унта хыпарлакансенчен те нумай килет. Çавăнпа та ырлăх-сывлăх сунасшăн сире, Çĕнĕ çул çĕнĕ вăй- хăват илсе килтĕр, ĕмĕтленнисем пурнăçланччăр. Хамăрпа çыхăну тытнăшăн тав тăвасшăн. Çырăр, хыпарлăр, килсе çÿрĕр.
А.АСТРАХАНЦЕВА.
хаçатăн çырусемпе ĕçлекен тата социаллă пурнăç пайĕн редакторĕ.