АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшнăран, вăй хунăран ĕçĕсем те курăмлă

31 декабря 2008 г.

Акă тепĕр çулталăк сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. 2008 çул пирĕн районшăн мĕнпе асра юлĕ-ха;

Кăçал ял хуçалăхĕнче ырă улшăнусем нумай пулчĕç. Тĕш тырă пĕлтĕрхинчен 1,3 хут нумайрах пухса кĕртнĕ, ку вăл республикăри пĕтĕмĕшле виçен 10 проценчĕ. Çĕр улми те аван тухнă: 148,2 пин тонна. Кăтарту иртнĕ çулхинчен 1,2 хут нумайрах. Районĕпе вăтам тухăç гектартан 286 центнерпа танлашнă. Чи пысăккисем Ленин ячĕллĕ агрофирмăра (гектартан 360 центнер), “Батыревский” (348), “Красное знамя” (305), “Исток” (290), “Малалла” (274) хуçалăхсенче пулнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсем хуçалăхра усă куракан 53 единица техника 56 миллион тенкĕлĕх туяннă. Çавна май çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме, кадрсен ыйтăвне татма тата ĕçе хăвăртрах пурнăçлама пултарнă.

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйрăм хуçалăхпа пурăнакансене пулăшас тĕллевпе çăмăллатнă кредитсем парассине йĕркеленĕ. Пурĕ 551 миллион тенкĕ панă, вăл шутран кăçал 149 миллион илнĕ.

Районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне кăтартаканни вăл – çурт-йĕр туни. 11 уйăхра 25838 тăваткал метр çурт-йĕр хута кайнă. Пĕлтĕрхи вăхăтпа танлаштарсан – 106,6 процент.

2008 çулта кил-çурт тума тата туянма патшалăх пулăшăвĕпе 63 çемье усă курнă, вĕсем пурĕ 19 миллион та 622 пин тенкĕ илнĕ.

Республика Президенчĕ кăларнă Указа пурнăçласа районта çул-йĕр сарассипе те аван ĕçленĕ: хальхи пурнăç таппине тивĕçтерекен 56,6 çухрăм çул хута кайнă. Çĕнĕ çулсемпе çÿреме 5 автобус маршручĕ уçăлнă, çавна май халăхăн çула тухаслăхĕ пĕлтĕрхинчен 14 процент нумайланнă.

Çитес икĕ çулта ялти тĕп урамсене асфальт сарса пĕтермелле.

Район çыннисен патне таса шыв çитерессипе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Патăрьелĕнчи шывпа тивĕçтерекен системăна çывăх вăхăтра хута ямалла. Хырла юхан шыв çинче вырнаçнă управран ытти ялсене çитермелли проекта хатĕрлесе çитернĕ.

Татмăш, Кĕçĕн Арапуç, Тури Тăрмăш ялĕсенчи çĕнĕ урамсене электричество кĕртнĕ.

Кĕçĕн Патăрьел çывăхĕнче Пăлана тÿрлетнĕ тата çыран ишĕлесрен тĕрлĕ ĕçсем ирттернĕ.

Район центрĕнче вырнаçнă стадионта тĕп ĕçсене вĕçленĕ. Трибуна тăвасси, электричество, газ кĕртесси тăрса юлнă. Хоккей лаптăкĕ валли оборудованисем туяннă.

Çĕнĕ Ахпÿрт, Сăкăт шкулĕсене çĕнĕрен тума проектпа смета документацийĕсене хатĕрлесе экспертизăна панă. Тутар Сăкăтĕнчи пĕлÿ учрежденийĕ пирки те ĕçсем пыраççĕ.

Патăрьелĕнчи тĕп больницăн çĕнĕ корпусĕ хута кайрĕ. Унта терапи, неврологи уйрăмĕсем, хĕрарăмсен консультацийĕ ĕçлеме пуçăнчĕ.

Кăçал Турханти амбулаторин çуртне тĕпрен юсанă. Тĕп больницăри паталогипе анатоми уйрăмне, операци блокне çĕнетнĕ. Кивĕ оборудованисене хальхи пурнăç таппине юрăхлипе улăштарнă. Пурĕ 1918 единица медицина хатĕрĕ, 10 миллион тенкĕ ытлалăх, илнĕ. Кунсăр пуçне пирĕн района валли 22 миллион тенкĕ тăракан томограф уйăрнă.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче 380 ытла компьютер. Медиапроекторсемпе, электронлă интерактивлă комплекссемпе те усă кураççĕ. Кăçал кăна 158 ĕç вырăнĕллĕ компьютер, вĕрентÿ кабинечĕсем валли 14 комплект, 10 интерактивлă комплекс, 24 медиапроектор туяннă.

2008 çулхи выпускниксен 60 проценчĕ е 291 ача аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухаççĕ. Вĕсенчен 63 проценчĕ (184 ача) бюджет шутĕнчен вĕренеççĕ. 43 выпускник ытти регионсенчи аслă шкула кĕме пултарнă.

О.ПАВЛОВА, хаçатăн

экономика пайĕн редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика