13 января 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2008 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче янă “Чăваш Ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче” Çырăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хулари автомобиль тата электричество, çавăн пекех хула çумĕнчи автомобиль çул çÿревĕн транспорчĕпе çÿрекен регион тата федераци шайĕнчи льготниксен çăмăллăхĕсене упраса хăварасси çинчен йышăну тунă. Çăмăллăх кÿрекен билета, икĕ тĕрлĕ транспортпа та çÿреме ирĕк паракан документа, 2008 çулта вăйра пулнă çул çÿрев билечĕсене сутнă пунктсенчех 345 тенкĕпе туянма пулать.
Çăмăллăх кÿрекен билет Чăваш Енре çынсене унификациленĕ Социаллă карточкăпа усă курса социаллă пулăшу панине шута илекен тата тĕрĕслекен пĕтĕмлетнĕ информаци тытăмĕ ĕçе кĕриччен вăйра пулать.
Çакăн пек карточкăсем çынсене социаллă пулăшăва тивĕçлипе панине тата уйăрнă укçа-тенкĕпе кирлĕ пек усă курнине тĕрĕслесе тăмалли уçăмлă механизм йĕркелеме пулăшĕç.
2009 çулта çĕнĕ автобуссем туянма укçа уйăрнă. Çакă общество транспорчĕ халăха кÿрекен пулăшу пахалăхне самаях лайăхлатĕ. Кунсăр пуçне общественность пулăшнипе кашни маршрутпа рейсах мĕнле пурнăçланине, çавăн пекех харпăр хăй транспорчĕпе илсе çÿрекенсен ĕç-хĕлне те çирĕп тĕрĕслесе тăрĕç.
Çакă çынсен, вăл шутра льготниксен те, транспортпа çÿрессипе çыхăннă ыйтăвĕсене туллин татса пама пулăшĕ.