13 января 2009 г.
Хаваслă Çĕнĕ çул уявĕ хыççăнхи кĕске каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Район çыннисем мĕн пур ырă шухăш-кăмăлпа, çĕнĕ вăйпа ĕçе пикенчĕç.
Районти тĕп библиотекăн алăкĕ вулакансемшĕн кăрлачăн пиллĕкмĕш кунĕнчех уçăлнă. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш номерлĕ формулярсене илме Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти учительсем – Гранатскисен çемйи тивĕçлĕ пулнă. Иккĕшĕ те вĕсем кĕнеке “тĕнчипе” питĕ туслă. Вулавăшăн пай пуçлăхĕ Т.Иванова вĕсене Хĕл Мучипе Юр пикен парнипе чыс тунă.
Районти ача-пăча вулавăшĕнчи пĕрремĕш номерлĕ формуляра вара вĕсен хĕрĕ 7-мĕш класра вĕренекен Надежда Гранатская ячĕпе çырнă.