АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правительство хушăвĕсене пурнăçламалла

13 января 2009 г.

Пирĕн çĕр-шывра пурăнакан кашни ĕçчен Ĕçлев кодексĕпе тата Раççей Правительстви хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăрлач 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен канчĕ. Ку кунсем уяв шутланчĕç.

Çак кунсенче Пăлапуç Пашьелĕнчи учительсен коллективĕнчен хаçат редакцине уяв кунĕсенче хăйсене ĕçлеттерни пирки çыру килчĕ. Кунти шкул директорĕ В.Козлова хăш çĕр-шыв правительствин хушăвне пурнăçлать-ши; Шкулти пур ĕçченшĕн те тăватă уяв кунĕ ĕç кунне çаврăннă. Уяв кунĕнче ĕçлеттернĕшĕн икĕ хут тÿлемеллине пĕлмест-шим;

Иртнĕ çул та кашни кун тенĕ пекех ĕçлеттернĕ. Отпуск çумне те кун хушса паман, тÿлемен те. Больницăна кайма ыйтма кĕрсен те ĕçченĕн нервисене “çимесĕр” ирĕк памасть иккен. Ку шкулти профком мĕн шутлать-ши, мĕншĕн ĕçченсене хÿтĕлемест-ши, коллективран култарать-ши; Явсан-явсан вĕренĕн те вĕçĕ пулать. Ертÿçĕ пулсан пуçа мĕн килнине туса ларас марччĕ. Законсене, хушусене тишкересчĕ, тавракурăма анлăлатасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика