13 января 2009 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи шкул спортзалĕнче районти ачасемпе çамрăксен спортшкулĕнче тĕрлĕ спорт секцийĕсенче ăсталăха туптакан çамрăк спортсменсем вăй-хал еплереххине тĕрĕслерĕç. Вĕсем пурте “ăса чупăвĕпе” (челночный бег) 3х10 м., 1 минут хушши кукленсе тăрассипе, вырăнтан тăршшĕне сикессипе, çурăм çине выртса тăрса ларассипе, хырăм çине выртса алă вăйĕпе кĕлеткене йăтассипе, турник çинче алăпа çакăнса туртăнассипе тупăшрĕç.
1999 çулта çуралнисем тата вĕсенчен кĕçĕнреххисем хушшинче чи пултаруллисем çаксем пулчĕç: А.Петров (Турхан), П.Павлов (Нăрваш Шăхаль), Ф.Кошкин (Турхан), 1997-1998 çулсенчи хĕр ачасем хушшинче Н.Шайманова – пĕрремĕш, О.Митрофанова – иккĕмĕш, А.Михайлова виççĕмĕш вырăн (пурте Нăрваш Шăхальсем) йышăнчĕç. Арçын ачасенчен З.Егорова çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăнта Д.Осипов (иккĕшĕ те Турхансем), виççĕмĕшĕнче В.Сергеев (Нăрваш Шăхаль).1993-1994 çулсенче çуралнисенчен малти виçĕ вырăнта А.Сулагаева (Турхан), А.Иванова (Н.Шăхаль), М.Забегаева (Турхан). Арçын ачасенчен Нăрваш Шăхальти А.Кудряшова çитекенни пулмарĕ. Андрей çак тупăшусенче виçĕ пĕрремĕш, пĕрре иккĕмĕш, пĕрре тăваттăмĕш вырăн йышăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене Е.Алжиковпа К. Ефимов (Турхансем) çĕнсе илчĕç. 1995-1996 çулсенче çуралнисенчен Нăрваш Шăхаль хĕр ачисем паха тĕслĕх кăтартрĕç. А.Калькина – пĕрремĕш, А. Гри-горьева – иккĕмĕш, И.Петрова – виççĕмĕш вырăнсенче. Арçын ачасен тупăшăвĕнче С.Софронов – пĕрремĕш, Д.Давыдов – иккĕмĕш (Нăрваш Шăхальсем), И.Емельянов (Çĕньял) виççĕмĕш вырăнсенче.
Çакăн пек ăмăртусем ирттерни, паллах, ачасемшĕн те, тренерсемшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та пирĕн çамрăк спортсменсен ăсталăхне курма Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ велошкулăн директорĕ пирĕн ентеш В.Мулендеев та килнĕ.
Призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ спортсменсене грамотăсемпе тата пĕчĕк парнепе чысларĕç.
В.БОРОДКИН,
спорт ветеранĕ.