17 января 2009 г.
Çак кунсенче ял тăрăх пуçлăхĕсен тата районти физкультурăпа спорт активĕн канашлăвĕ иртрĕ. Унта çавăн пекех бюджет ыйтăвĕсем çинчен те калаçу пулчĕ. Канашлăва район пуçлăхĕ Н.Глухов уçрĕ, ертсе пычĕ.
Канашлура 2008 çулхи физкультурăпа спорт, сывлăха çирĕплетес ĕç итогĕсене тата 2009 çулхи тĕллевсене сÿтсе яврĕç. Кун йĕркинчи ыйтупа “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Яковлев тухса каларĕç.
Патăрьел районĕнче ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, волейбол, шашка-шахмат, тутарла-пушкăртла кĕрешес, сĕтел çи теннисĕ, велосипед тата ытти спорт енĕсен федерацийĕсене йĕркеленĕ. Физкультура тата сывлăха çирĕплетес ĕçе 93 учреждени, предприяти, организаци хутшăнать. Сывлăха çирĕплетекен физкультура мероприяти-йĕсене 2008 çулта 12340 çын хутшăннă.
Физкультурăпа спортăн пурлăх никĕсĕ самаях тĕрекленнĕ. Районта мĕн пурĕ 189 спорт сооруженийĕ шутланать, вăл шутра 28 спортзал. Патăрьелĕнче “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕ уçни халиччен пулман спорт енĕсене аталанма май туса пачĕ. 2008 çулта физкультурăпа спорта аталантарма 30989,6 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Спорт сооруженийĕсем тунă çĕре çеç 26.600 пин тенкĕ янă. Спорт ăмăртăвĕсем валли укçа уйăрасси 538 пин тенкĕрен 611,5 пин тенке çитнĕ, спорт хатĕрĕсем туянма бюджетран 507 пин тенкĕ, тĕпрен юсав ĕçĕсенче 230 пин тенкĕ усă курнă. Па-тăрьелĕнчи çĕнĕ стадион ĕçе кĕрсен физкультурăпа спортăн пурлăх никĕсĕ тата та тĕрекленĕ.
Районти спорт мероприятийĕсен календарĕнче 80 ытла ăмăрту пулнă. Уйрăм ăмăртусемсĕр пуçне комплекслă 4 ăмăрту пырать: ял тăрăхĕсен спартакиади, шкулсемпе профучилищĕре вĕренекенсен спартакиади, вĕрентÿре ĕçлекенсен спартакиади, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ĕçлекенсен спартакиади. Сăмахран, ял тăрăхĕсен спартакиади спортăн 18 енĕпе иртет. 2008 çулта унта Нăрваш Шăхаль, Патăрьел, Аслă Чемен ял тăрăхĕсен спортсменĕсем уйрăмах ăнăçлă ăмăртрĕç. Шăнкăртам, Тăрăн, ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсем спартакиадăна тăрăшса хутшăнаççĕ.
Шкулсенче тата профучилищĕре вĕренекенсен спартакиадин программинче 22 спорт енĕ. Ăмăртусенче Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕн, Патăрьелĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулсен командисем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Спортăн хăш-пĕр енĕсене аталантарас енĕпе Аслă Чемен, Нăрваш Шăхаль, Туçа, Ишлĕ, Çĕнĕ Ахпÿрт, Кзыл Чишма шкулĕсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ.
2008 çулта район спортсменĕсем республика тата Раççей шайĕнчи 56 ăмăртăва хутшăннă. Раççей шайĕнче 4 спортсмен, федераллă округра 2 атлет, Чăваш Республикинчи ăмăртусенче 104 спортсмен çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулнă.
Районта паллă спортсменсем ячĕпе ăмăртусем ирттересси йăлана çирĕп кĕчĕ. Вĕсем велоспорт, ирĕклĕ майпа кĕрешес, кросс чупас, çăмăл атлетика, футбол, волейбол, йĕлтĕр, пукан йăтас енсемпе пур.
2007-2008 çулсенче районта маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Иртнĕ çулталăк Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Ирина Калентьева çитĕнĕ-вĕсемпе те паллă пулса юлчĕ. Вăл маунтинбайк енĕпе тĕнче чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕ, Пекинри Олимпиадăра призерсен шутне кĕчĕ.
Тĕпрен илсен, районта физкультурăпа спорт аталанăвĕпе мухтанмалăх, савăнмалăх пур. Анчах та кунпа чарăнса тăма юрамасть. Çĕнĕ çитĕнÿсемшĕн, çĕнĕ чапсемшĕн ытларах та ытларах ĕçлемелле.
Канашлура ял тăрăхĕсен 2009 çулхи бюджечĕсене тÿрлетÿсем кĕртес пирки райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Т.Полякова тухса каларĕ. Организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ С.Торговцев нормативпа право акчĕсене патшалăх реестрне тăратмалли йĕркепе паллаштарчĕ.
А.АЛЕКСЕЕВ.