17 января 2009 г.
Çурхи тата пăрçа йышши
культурăсен вăрлăх пахалăхĕ
(январĕн 1-мĕшĕ тĕлне)
1. Хуçалăхсем. 2. Вăрлăх хатĕрлемелли план. 3. Хатĕрленĕ тата тĕрĕслеттернĕ (центнерпа). 4. Вăл шутран кондициллĕ вăрлăхсем (процентпа).
Улма-çыр. пит.430 1517 72
Исток 2760 1800 45
Родник 966 0 0
Дуслык 2967 400 17
Ленин яч. 1250 1200 36
Батыревский 2622 5081 86
Тойсинская 1006 0 0
Чемен 483 0 0
Первомайск.1208 2537 81
Малалла 986 2110 82
Труд 1357 2658 84
Знамя 1679 0 0
Гвардеец 1254 1220 86
Чулпан 750 827 87
Колос 932 0 0
Родина 930 600 60
Звезда 770 2457 86
Красное зн. 1945 3067 92
Хастар 1542 918 51
Заря 1817 0 0
Югель 532 370 100
Сидели 840 100 14
Мир 1299 0 0
Булинская 270 420 47
Жизнь 747 0 0
Движение 600 0 0
Районĕпе 37500 2723259
Акмалли вăрлăхсен ытларах пайĕ тасамарлăхне пула тата ванса пĕтнипе кондицие ларайман. Хăш-пĕр хуçалăхсенче шăтаслăхĕ начар. Çакна пĕлсе тăрсах специалистсем вăрлăхсене сортлассипе тата кондицие лартассипе начар ĕçлеççĕ. “Мĕн акатăн, çав шăтать”, – теççĕ халăхра. Пирĕн, çĕр ĕçченĕсен, çуркунне кондициллĕ вăрлăх çеç акмалла тесе тĕллев лартмалла. Ăшă кунсем куллен çывхараççĕ, çине тăрса тăрăшмалла. Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсенче вăрлăх сортлассипе 18 звено ĕçлет, Ленин ячĕллĕ, “Батыревский” хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче икшер те.
Вăрлăхсене тĕрĕслеттерме илсе килмен хуçалăхсем те пур. “Родник”, “Чемен”, “Движение” обществăсем мĕн акаççĕ, паллă мар. Пулас тухăç никĕсне кондицие лартассипе ырана хăвармасăр вăй хумалла.
Нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхĕ кашни хуçалăхрах пур, анчах пахалăхне пăхтарма “Первомайск”, Ленин ячĕллĕ, “Красное знамя”, “Звезда” хуçалăхсем кăна илсе килнĕ. Хĕллехи ыйхăран вăранма вăхăт, акана тухсан çеç мĕн никĕсе хывасси пирки шутлас марччĕ.
О.ГЛУХОВ,
Чăваш Республикинчи
“Россельхозцентр”
филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.