АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар хăрушсăрлăх енĕпе республикăра палăрнă

17 января 2009 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ республикăри чылай конкурссене хутшăнса палăрать. Нумай пулмасть вăл республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче пушар хăрушсăрлăх лару-тăрăвне комлекслă пăхăнса пурнăçласа пынине пĕтĕмлетекен смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Чăваш Республикинчи Вĕрентÿ министерстви шкулсем хушшинче çакнашкал тупăшусене вут-кăварпа çыхăннă инкексенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ертÿçĕсем васкавлă йышăну тума хăнăхчăр, сыхă тăччăр тесе йĕркелет.

Общество.

Кинемейсен яваплăхĕнче те ача йышлă

Çамрăксен çулталăкĕ Шăнкăртамсемшĕн савăнăçпа пуçланчĕ, ачасемпе учительсем тĕнче шайĕнчи çĕнĕ шкулта вĕренме тата вĕрентме пикенчĕç. Çак ялсемшĕн пысăк ыйту татăлчĕ.

Шăнкăртамра паянхи кун пăшăрхантараканни татах пур. Хальхи вăхăтра кунта ултă çула çитмен 568 ача пурăнать. Вĕсенчен çул çитменнисен вĕрентÿ учрежденийĕнче 168-ăн тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани илеççĕ, 33-шĕ вырăн çуккипе Патăрьелĕнчи ясли-садсене çÿреççĕ. Ытларах пайĕ вара – 367 пепке ашшĕ-амăшĕн, килти кинемейсен яваплăхĕнче. Çĕнĕ шкул уçăлни лайăх, анчах малашне çак ялсене пĕчĕккисен вĕрентÿ учрежденийĕн ыйтăвĕ пăшăрхантарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика