17 января 2009 г.
Уяв тени, паллах, инкек-синкексĕр, пăтăрмахсăр иртни кăмăллă. Районти пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Хĕл Мучипе Юр пике хавас кÿнĕ коллективсенчи елкăсем пăтăрмахсăр иртнĕ. Çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те пур. Январĕн 5-мĕшĕнче ирхине çичĕ сехетре Çĕнĕ Ахпÿртре икĕ арçын тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ. Сăлтавĕ – ĕçкĕ-çикĕ хыççăн электроприборпа асăрханусăр пулни. 62 çулхи арçын хăйĕн юлташĕ патĕнче Çĕнĕ çул уявне малалла тăснă. Каçхине кăмака хутман, электрокăмакана розеткăна чикнĕ те лăпланнă, çывăрса кайнă. Прибор хĕрсе кайса урайне ĕнтнĕ, тĕтĕм кăларнă... Сăмах май каласан, иртнĕ Çĕнĕ çул та пушарта икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнипе çыхăннăччĕ. Сыхлануллă пулмалла та...
Ку таранччен районта пĕр пушара шута илнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтра вут-кăварпа çыхăннă тăватă инкек пулнă.
Спорт.
Спорт комплексĕнче тулли кăмăлпа каннă
Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕ Çĕнĕ çул хыççăнхи кану кунĕсенче те тулли вăй-хăватпа ĕçленĕ. Кунта кашни кунах ачасем те, çитĕннисем те, çемьесемпе те хăтлă бассейнра ишсе киленнĕ, тĕрлĕрен физкультура, спорт залĕсенче выляса сывлăхне çирĕплетнĕ, аэробика секцийĕнче ташласа савăннă тата ытти те.
Спорт комплексĕ умĕнчи шыв сапса пăрлантарнă лаптăкра вара ирхине те, каçхине те сас лăпланман. Тĕрлĕ çулхи çынсем капăр чăрăш çумĕнчи площадкăра конькипе ярăннă, хоккейла вылянă, савăннă – кулнă... Раштав уявĕ те çапла хаваслă иртнĕ.