17 января 2009 г.
Ăçталла каятпăр, мĕн кĕтет пире; Телевизорпа кăтартакан передачăсене пăхсан, хаçат-журналсене вуласан ирĕксĕрех çак ыйтусене хăвна хăв паратăн. Чăваш телевиденийĕ шăматкун кăтартакан “Юратнăран” передачăна курнă чух, сăмахран, чĕре савăнас вырăнне ыратма пуçлать. Унта вулакан хăш-пĕр çырусем чăннипех те хурлантараççĕ. Час-часах амăшĕсене саламланă чухне: “Эпир аннен çиччĕн. Вăл пире пурнăç çулĕ çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшрĕ. Халĕ эпир пурте çемьеллĕ, тĕрлĕ хулара пурăнатпăр. Анне ялта пĕчченех пурăнать, 70 çулта пулин те выльăх-чĕрлĕх тытать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Май пур таран пире пулăшма тăрăшать”, – тесе çыраççĕ. Мĕнле чунпа, чĕрепе çак сăмахсене калăплаççĕ-ши; Мăнтарăн амăшĕ выльăх-чĕрлĕхне хăйне йăпанмашкăн тытнине, вĕсемпе çеç чунне пусарнине ăнланмаççĕ-шим; Хамăр ватлăх алăкне уçмасăр та аннесем мĕн туйнине пĕлейместпĕр пуль çав. Унччен вăхăчĕ нумай тетпĕр те, анчах хамăр та кашни кун малалла мар, каяллах утатпăр.
Сăмахăма малалла ачасем пирки тăсам-ха. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли тухса тăракан “Школьники” хаçата вуланă хыççăн тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Кăсăклă, ăс-тăна аталантармалли, тавракурăма ÿстермелли материалсем кунта питĕ нумай. Тус-юлташ тупас текенсем валли “Друзья по-переписке” рубрика пур. Унта мĕн çырни вара чăннипех те шухăшлаттарать. 9-13 çулхи хĕр ачасем 11-13 çулти арçын ачасемпе çыхăну тытма хирĕç маррине, хăйсен çуррине (!) шыранине, пĕртен-пĕр юратнă çыннине (!) тупас килнине пĕлтереççĕ.
Пуканепе выляма пăрахман ачасен пуçĕнче халех çакăн пек шухăшсем пурри чăнласах хăратать. Тепĕр 2-3 çултан мĕн кĕтмелле;
Самана пĕр вырăнта тăмасть. Шел пулин те, лайăххи пĕр утăм тунă çĕре усалли виççĕ ярса пусать. Çи-тĕнсе çитнисем, эпир аслă çултисемпе ачасем патне тимлĕх сахалтарах уйăра пуçларăмăр, çавăнпах-тăр, çÿлерех асăннă фактсемпе çине-çине тĕл пулатпăр.
О.ПАВЛОВА.