АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ ЫТТИСЕМШĕН ТĕСЛĕХЛĕ

17 января 2009 г.

Хăйĕн ĕçне пысăк тимлĕх уйăрать Ольга Сергеевна. Вĕрентÿ материалне пĕлсе планлать. Кашни предмета вĕрентес методикăна çирĕп алла илнĕ. Уроксене çÿллĕ шайра ирттерет. Вĕсенче кăтарту пособийĕсемпе, дидактика материалĕсемпе, информациллĕ-коммуникациллĕ технологисемпе пĕлсе усă курать. Вăйă саманчĕсем те çителĕклĕ учительницăн. Йăлана кĕмен уроксем ирттерни ачасене темăна тĕплĕн алла илме пулăшать. Тестсемпе усă курни килти ĕçе тĕрĕслессине кĕскетет. Уроксенче тата ун хыççăн ачасен шухăшлав туйăмне анлăлатни вырăнлă. Çак проблемăпа ĕçлет Ольга Сергеевна.

Сывлăхлă ăру çитĕнтерес ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывма тăрăшать кашни шкул коллективĕ. Ку енĕпе кĕçĕн классенче ытларах ĕçлеме тивет. Тÿрĕ те тĕрĕс ларма хăнăхтарассине пĕрремĕш класранах мала хурать О.Васильева. Ытти чухне вара хаваслă физкульт-минутсем ирттерет. “А теперь мы отдохнем” методика пособийĕн авторĕн çумĕ те вăл. 2007 çулта “Мойдодыр урокĕсем” элективлă курс хатĕрлерĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшне явăçтарса “Зов джунглей”, “Хаваслă стартсем”, “Атте, анне, эпĕ – туслă спорт çемйи” конкурссем ирттерет.

Ольга Васильевнăн район шайне хутшăннă мероприятийĕсене те асăнмасăр иртме çук. 2002 çулта “Эрудит”, “Çулталăк учителĕ” конкурссене явăçнă. 2003 çулта районти шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен умĕнче “Шкулта вĕренме лайăх” темăпа класс тулашĕнчи меро-прияти ирттернĕ. 2005 çулта районти шкулсенчи пуçламăш классене вĕрентекенсен умĕнче виççĕмĕшсемпе чăваш чĕлхипе уçă урок панă. 2006 çулта “Мастер-класс” конкурса хутшăннă. Пĕлтĕр вара Турханта информациллĕ- коммуникациллĕ технологи урокĕ ирттернĕ.

О.Васильева ĕçне хаклакан Хисеп грамотисем те йышлă. Пуçламăшсене вăл Канаш районĕнчи вĕрентÿ пайĕнчен илнĕ. Маларах Ольга Сергеевна унта ĕçленĕ. Вĕсен çумне Патăрьел район администрацийĕннипе республикăри Çамрăксен политикипе вĕрентÿ министерствин те хутшăннă.

Хăйшĕн çеç тăрăшмасть учитель. Унăн çитĕнĕвне вĕренекенĕсен ÿсĕмĕпе те хаклама пулать. Ăс пухаканĕсем районти, республикăри конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Кĕçĕн классемпе пуçăннă ĕçе аслисемпе малалла тăсать. Вунпĕрмĕш класра вĕренекен Р.Григорьевăн ертÿçи те Ольга Сергеевна. Раиса республикăри “Еxcelsior” пултарулăх фестивалĕнче “Килти хуçалăхра кăмпа ÿстересси” бизнес-план тăратса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: вăлах Раççей Федераци Президенчĕн премине те тивĕçрĕ, нумаях пулмасть Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине юрăхлă пулчĕ.

Унăн вĕренекенĕ Е.Васильева пĕрремĕш класра чухнех математикăпа “Кенгуру” конкурса хутшăнса диплом, иккĕмĕшĕнче республикăри “Кĕрхи çулçăсен илемĕ” конкурса хутшăнса виççĕмĕш вырăн, районта “Тăван ялăм – Раççейĕн тумламĕ” конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. А.Мулендеева, Ю.Шайманов, А.Кошкина тата ытти вĕренекенсем те О.Васильева учительница пулăшнипе тĕрлĕ конкурсра призерсен йышне кĕнĕ. А.Мулендеева велоспортпа ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать.

Вунвиçĕ ача вĕренет халĕ виççĕмĕшĕнче. Ольга Сергеевна вĕсемпе сахал мар ĕçлет. Çавах хăйĕн тавракурăмне анлăлатмашкăн та вăхăт тупать. Пĕтĕм Раççейри “2008 çулхи чи лайăх çыру урокĕ” конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Республикăра ăна почта çыхăну уйрăмĕн управленийĕпе çамрăксен политики тата вĕрентÿ министерстви пĕтĕмлетрĕç. 60 ĕçрен Ольга Сергеевнăнне чи пахи тесе палăртрĕç.

Конкурс çиччĕмĕш çул пырать. Тĕрлĕ номинаципе ĕç тăратаççĕ унта. Теми те, жанрĕ те тивĕçтермелле.

Нумаях пулмасть призера коллективра чыслăн саламларĕç. Çак ятпа кунта “Почтовый экспресс” информаци кăларăмĕн тĕп редакторĕ О.Иванова, Канаш почтамт начальникĕ В.Андриянов, Елчĕк почтамчĕн инструкторĕ Н.Барышникова та килнĕ. Пурте çĕнтерÿçе диплом тата парне илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Çакăн евĕрлĕ диплом шкул коллективне те тивĕç-рĕ.Саламлакансем ăнăçу коллектив вăйĕнче пулнине палăртрĕç.

А.АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика