17 января 2009 г.
“Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче районти шкул ачисен сывлăхпа физкультура уявне йĕркелерĕç. Унăн тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва комплекса явăçтарасси, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси тата вĕсен канăвне йĕркелесси.
Уява Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Шăнкăртамри, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсенчен чылайăн пуçтарăнчĕç. Кун йĕркинче: 5-6-мĕш класс ачисем “Хаваслă стартсенче” тупăшасси, çамрăк спортсменсем шывра хăвăрт ишессипе ăмăртасси.
“Паттăр” спорт комплексĕн директорĕ А.Краснов саламланă хыççăн асăннă ăмăртусем пуçланчĕç. Çутă та аслă спорт вăййисем ирттермелли пÿлĕмре “Хаваслă старт-сем”, бассейнра шывра хăвăрт ишессипе ăмăртусем пычĕç.
“Хаваслă стартсенче” Патăрье-лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди мала тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта Шăнкăртамран килнĕ маттур ачасем, виççĕмĕшĕнче – Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулсем. “Хаваслă стартсен” программипе килĕ-шÿллĕн “Пионербол” ăмăртăвĕсем те иртрĕç. Çак вăйă икĕ мечĕк вăйăра пулнипе питĕ те тупăшуллă, хаваслă пулчĕ.
Шывра хăвăрт ишессипе ăмăртусем районти шкул ачисен хушшинче пуçласа иртрĕç. Арçын ачасем 50 метра ишсе ăмăртрĕç. Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкултан килнĕ Н.Баранов 35,60 секунд вăхăт кăтартса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшĕнче А.Тинюков, виççĕмĕшĕнче М.Ялуков пулчĕç, иккĕшĕ те пĕрремĕш шкултан. Хĕрсем 25 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Пĕрремĕш вырăна А.Селиванова (вăхăчĕ 20,74 секунд, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул), иккĕмĕшне Я.Васюткина (иккĕмĕш шкул), виççĕмĕшне А.Чернова (пĕрремĕш шкултан) тухрĕç. Командăсемпе илес пулсан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулти ишевçĕсем çĕнтерчĕç. Ытти вырăнсене Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Ыхра Çырми шкулĕсем йышăнчĕç.
Хутăш эстафетăра икĕ хĕр ача тата икĕ арçын ача 25-шер метр ишмелле. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкул команди маларах асăннă соперникĕсене (пĕрремĕш шкул) парăнтарчĕ парăнтарчех. Виççĕмĕш вырăна Ыхра Çырмисем тухрĕç. Ун хыççăн вара массăлла ишевсем пуçланчĕç. 4-5-6-мĕш класс ачисен хушшинче 25 метра ишсе Д.Семенов (иккĕмĕш шкул), А.Федоров (пĕрремĕш шкул), С.Быков, Я.Васюткина (иккĕмĕш шкултан), Е.Сандыркина, А.Портнова (пурте пĕрремĕш шкултан) палăрчĕç, призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Кĕçĕн класс ачисем эстафетăра та вăй виçрĕç. Хальхинче пĕрремĕш шкул иккĕмĕшсене пăхăнтарчĕ.
Уявăн тăхтав саманчĕсенче Т.Торговцева спорткомплекс инструкторĕ ертсе пыракан ташă ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе спортсменсене, курма килнисене килентерчĕ. Вĕсен ăсталăхне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи В.Осипов та хакларĕç.
Юлашкинчен уявра палăрнă спортсменсене, командăсене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç.
Уçă алăксен кунĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.
Н.ПАЙМУЛЛИН,
аслă инструктор.