АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçине тавăрса патăм

17 января 2009 г.

Ку ĕç-пуç çулла пулса иртрĕ. Каç пуласпа ял тулашне выльăхсене илме кайнă чух хăма карта çумĕнчи курăк ăшĕнче хура тĕслĕ пĕчĕк чăматан выртнине асăрхарăм. Вĕр-çĕнĕ курăннăран уçсах пăхма шутларăм. Ăшĕнче хальхи саманара усă курмалли инструментсем. Пăрахса хăвараймастăн-çке. Килех илсе таврăнтăм. Çакăн хыççăн манăн 4 кун умлăн-хыçлăн кĕтÿ кĕтмелле пулчĕ. Шухăш чăматан çинчех: кам-ши хуçи; Телефонпа ыйткаласа пĕлтĕм – никам та япала çухатнине илтмен. Кĕтÿ черечĕ иртсе кайсан çак тавара кÿршĕ арçыннине кăтартса пăхрăм. Вара ăна çав-çав числора Патăрьелĕнчи Дружба урамĕнче вырнаçнă “Крепежные детали” магазинта сутни паллă пулчĕ. Тепĕр кунне асăннă магазина çитсе сутуçисемпе калаçрăм. Телее, вĕсем туянаканăн хушаматне те ас туса юлнă. Тавара хуçине тавăрса патăм. Вăл мĕнле савăннă пирки калама та кирлĕ мар. Çапла вара пурнăçра ырă ĕç туни пурне те ырă йĕр хăварать.

В. ХИТРОВА.

Козловка ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика