АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿнтелен (свидетель) кам шучĕпе ĕçре çук;

17 января 2009 г.

Малтанхи следстви ĕçĕ – пысăк уйрăмлăхлă ĕç. Вăл çынсен пурнăçне ирĕксĕрех хутшăнма тивнипе çыхăннă. Çавăнпа та следствие хутшăннисен кам шучĕпе ĕçрен пăрăнмалла-ха;

Паллах, кирек мĕнле следстви те граждансене ĕçрен уйăрмасăр пулмасть. Çапла вара ыйту тухса тăрать: уголовлă суд ĕçне хутшăнакана (кÿнтелен, инкек тÿсекен, пунеттей) ĕçре пулманшăн кам тÿлет-ха;

Унччен, РСФСРта КЗоТ тата УПК вăйра тăнă чухне, ку ыйтăва ĕç вырăнĕ шучĕпе татса панă. Гражданин кÿнтелен тивĕçне пурнăçланă тапхăрта унăн ĕçри вăтам шалăвĕ сыхланса юлнă.

Халĕ вăйра тăракан саккунсем çын уголовлă судопроизводствăна хутшăнса тÿсекен тăкак пирки урăхла çул-йĕр палăртаççĕ. Çавна май çÿлерех асăннă саккун кăтартăвĕсем вăйне çухатнă.

Çĕнĕ саккунсем хушнă тăрăх, çын уголовлă суд ĕçне хутшăнать пулсан, унăн ĕç вырăнĕ сыхланса юлать. Анчах суд уголовлă ĕçне хутшăннăшăн малтан следстви тăвакан патшалăх органĕ тÿлет. Çакна РФ Ĕçлев кодексĕн 170-мĕш статйинче, РФ Уголовлă процесс кодексĕн 2-мĕш пайĕнчи 2-мĕш пунктра, 3-мĕш па-йĕнчи 131-мĕш статьяра çырса хунă.

Ю.ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика