21 января 2009 г.
çулталăка малашлăха курса ят пани чылай çынна, çамрăка хавхалантарать, ырă ĕç тума, тĕллевсене пурнăçлама хистет. Çав майпах федераллă тата республика шайĕнче халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе йышăннă тĕрлĕрен программа пурнăçа кĕрсе пыни те паха. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче çамрăк çемьесен пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатмалли программăна пурнăçлассишĕн чылай тимлеççĕ.
2006 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнчи Турхан ял тăрăх пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн Тури Тăрмăшри Андреевсен çемйине те пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевлисен ушкăнне шута илнĕ. Унтанпа икĕ çул çурă иртнĕ темелле. Çĕнĕ çулхи савăнăçлă кунсенче Андреевсем мĕн пур тăван-пĕтенне, çывăх тус-юлташне çĕнĕ çуртри кĕреке йĕри-тавра пуçтарнă.
Андреевсен çемйи пурнăç çулĕ çине тăрса çеç пырать-ха. Кил хуçи хĕрарăмĕ – Оксана Васильевна ĕç стажне 2001 çулта пуçланă. Малтан вăл Упамсари шкул библиотекинче ĕçленĕ, 2002 çулхи март уйăхĕнчен Турханти вăтам шкулта технологи учителĕ пулса тăрăшать.
Çурт-йĕр тĕреклĕхĕ, çирĕплĕхĕ ытларах кил хуçирен килет. Ку тĕлĕшпе унăн мăшăрĕ – Арсентий Валерьевич та тăрăшуллă. 2007 çул пуçламăшĕнче илнĕ патшалăх пулăшăвĕсĕр пуçне вĕсем кил-тĕреше тĕреклетме хушма хуçалăхăн майĕпе тухăçлă усă кураççĕ.
Андреевсен çемйи хуçалăха аталантарас, çурт-йĕре çĕнетес ĕçре мĕнле пурнăçа сыпăнтарса пынипе кăсăкланса темиçе çул каялла вĕсем патĕнче Раççей Ял хуçалăх министерствин агропромышленность аталанăвĕн Департаменчĕн пай пуçлăхĕ В.Елисеев, ЧР Ял хуçалăх министерствин ял аталанăвĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А.Любимова, район пуçлăхĕ Н.Глухов, район шайĕнчи ытти çынсем те пулса çамрăк çемье пурнăçĕпе паллашнă.
– Çамрăксен çулталăкне эпир савăнăçпа пуçларăмăр, çĕнĕ çурта кĕнĕ ятпа уяв йĕркелерĕмĕр. Питĕ хĕпĕртетпĕр эпир çакăншăн. Никĕсĕ çирĕп пултăр, çурт ĕмĕрĕ вăрăма тăсăлтăр, ывăлăмăрсем сывлăхпа çитĕнччĕр, – хавасланса калаçаççĕ Андреевсем.
Ялта тымар ярса çурт-йĕр çĕнетес кăмăллисем татах та пур-ха. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăхран çак тĕллевпе пулăшу илме заявлени çырнисем тепĕр вун тăхăр çемье.
А.НИКОЛАЕВА.