21 января 2009 г.
Сăкăт. Ял тăрăх пуçлăхĕ В.Кузнецов ял ĕçченĕсене, çамрăксене Раштав уявĕ ячĕпе саламланă, Çĕнĕ çула пысăк хавхаланупа, мал ĕмĕтпе пуçлама ырă суннă.
Уявăн иккĕмĕш пайĕнче “Студентсем” тата “Ял çамрăкĕсем” командăсем мини-футболла, шашкăлла, шахматла выляса тупăшнă.
Христос çуралнă кунхи тĕл пулу ялти культура çуртĕнче вĕçленнĕ, уява хутшăннисем тĕрлĕрен конкурсра савăннă, юрланă-ташланă.
Турхан. Тури Тăрмăшри клубра кивĕ Çĕнĕ çула халалланă каç иртнĕ. Çавра сĕтел тавра пуçтарăннисене ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов иртсе кайнă çулăн хăйне евĕр палăрăмĕсемпе, çĕнĕ çулхи ĕмĕт-тĕллевпе, малашлăхри пĕрле татса памалли ыйтусемпе паллаштарнă.
Уяв программи пуян та тулли пулнă. Тĕрлĕрен тупăшупа вăйăсен çĕнтерÿçисем пурте парнене тивĕçнĕ.
Йăла-йĕркене пăхăнса хатĕрленĕ çимĕçсене кашниех пахаланă.
Аслă Чемен. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ят панă кăçалхи Çамрăксен çулталăкне ял тăрăхĕ пысăк мероприятинчен, депутатсен округĕсем хушшинче спартакиада ирттернинчен, пуçланă. Унăн тĕллевĕ – çак çулталăкра ял çыннисене, çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарасси, ырă та сывă пурнăçа пропагандăласси.
Программăпа килĕшÿллĕн ăмăртăва хутшăнакансем волейболла выляса, алă вăйне виçсе, канат туртса тата ыттипе те тупăшнă.
Çемьесенчен уйрăмах Капитоновсен, Кошелевсен, Матросовсен, Кудряшовсен спортри хастарлăхне палăртмалла.
Депутатсен округĕсенчен 1-2 вырăнсене 5-6, 3 вырăна 1 округри спорта юратакансем йышăннă.
Ял тăрăхĕ пĕрремĕш хут йĕркеленĕ çак мероприятие малашне йăлана кĕртесшĕн.
А.ЕГОРОВА пухнă.