АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсĕ манăн пĕрре

21 января 2009 г.

Анне! Кашни çыншăн чи илемлĕ сăмах. Çакă вăл хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă çынна пĕлтерекен сăмах!

Анне пире яланах ырă тăвасшăн. Вăл хăйĕн чун-чĕререн тухакан ăшă туйăмĕпе пире сăпайлă, ĕçчен, тăрăшуллă, тÿрĕ те таса кăмăллă пулма вĕрентет. Пире сывлăхлă та телейлĕ çитĕнтересшĕн. Çакăншăн вăл вăхăтĕнче ывăннине пĕлмесĕр, вăхăтĕнче куç хупмасăр тăрăшать. Аннен çепĕç сăмахĕсем чун-чĕрене çĕклеççĕ. Йывăр вăхăтра ăшă сăмахсем пуплесе чуна лăплантараççĕ. Хамăр айван вăхăтра, итлемен чухне кăштах хăтăрса илни те вырăнлă.

Аннен ăшă кăмăлне эпир унăн сăмахĕсенчен, ачаш куллинчен, çепĕç те ачаш аллипе пире ачашласан туятпăр.

Аннен аллисем чăннипех те ырă. Вăл пĕçернĕ çăкăр та тутлăрах, вăл çĕленĕ кĕпе те çыпăçуллăрах, вăл каланă сăмах та çепĕçрех.

Аннесем чи малтан тăраççĕ, çывăрма вара чи кайран выртаççĕ. Эпĕ пĕчĕккĕ чухне аннем юрла-юрла сăпка сиктернĕ. Мĕн тери савăннă пулĕ хăйĕн пĕчĕк пепки “ура туянсан”! Калаçма вĕреннĕ вăхăтра та манпа юнашар юратнă аннем пулнă.

Чи паллă та асра юлакан самант вăл – пĕрремĕш хут шкула кайни. Манăн аннем те мана алран тытса пĕрремĕш хут парта хушшине ларма ертсе кайрĕ. Çак саманта эпĕ нихăçан та манас çук. Шкулта лайăх вĕренме, учительсене итлеме, пурнăçра кирлĕ çын пулма вĕрентсе, ăс парса каланă сăмахĕсем паянхи кун та асăмра.

Çĕр йăтайми савăнăçра та, хаваслă вăхăтра та эпĕ чи малтан сана аса илĕп, санăн илемне курăп, юратнă аннеçĕм. Халĕ те хамăн савăнăçа санпа пайлас килет, ун пек чух утса çÿреме те, пурăнма та çăмăл.

Анне вăл ача амăшĕ кăна мар, анне вăл çĕр ĕçченĕпе ăста политик та, врач та, учительпе артист та... Хăш ĕçре ĕçлесен те анне яланах пултаруллă та хастар, шанчăклă та çывăх çын.

Манăн аннене Марина Ильинична Табакова тесе чĕнеççĕ. Вăл Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Йышлă çемьере ÿснĕ, сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, Туçари вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Класра, шкулта пулса иртекен мероприятисене хаваспах хутшăннă. Юрă-ташăра та, вăйă-кулăра та хастар пулнă. Сăвă калакансен конкурсĕсенче, предмет олимпиадисенче, спектакльсенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Ачасене, учитель ĕçне кăмăлланăран пуль, хăй те учитель профессине суйласа илнĕ. Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Кайран вожатăй пулса ĕçленĕ. Диплом илнĕренпе асăннă шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентет.

Хĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, анне те хăйĕн чун-чĕре ăшшине пире çапла парнелет. Анне пурри – пуянлăх.

Анне – пĕрре, вăл пирĕншĕн чи илемли, чи ĕçченни, чи хакли.

А.ТАБАКОВА. Туçа ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика