21 января 2009 г.
Вăл ытларах ар органĕсем урлă ерет. 90-мĕш çулсенче Раççейре хытах шавлатчĕç ун çинчен. Калаçăвĕ халĕ чакнă, анчах чир вăраха кайнă тĕслĕхсем палăраççĕ.
Чир ерекен çул-йĕрсем татах та пур. Чирлĕ амăшĕ çие йăтса çÿрекен ачашăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.
Чир аталанăвне виçĕ тапхăрпа палăртаççĕ. Инфекци ернĕ хыççăн инкубаци тапхăрĕ 3-4 эрнене пырать. Иккĕмĕш тапхăрĕнче вăй-хал хавшать, пуç ыратать, температура ÿсет, шăмăсемпе сыпăсем сураççĕ, апат çиесси чакать. Вăхăт иртнĕçем çак туйăмсем сĕвĕрĕлеççĕ. Сипленмесен 1-3 уйăхран çĕнĕрен палăраççĕ. Ку хутĕнче чир палли тута, чĕлхе, пыр çинче те курăнать. Сипленмесĕр 3-5 çул ирттерни чирĕн виççĕмĕш тапхăрне куçма май парать. Чĕре миокарчĕ пуçланма пултарать е сар ÿкет. Пĕвер, апат хуранĕ, ытти органсем сиенленеççĕ. Юн урлă нерв системине çитсе менингит, инсульт, паралич пулма пултарать.
Сифилис диагнозне ыратнă тăрăх, анализсемпе палăртаççĕ. Вăл ан ертĕр тесен палланă е палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕрессинчен асăрханмалла.
Кăçалхи 9 уйăхра республикăра сифилиспа чирленĕ 11 çынна тупса палăртнă. Вăл шутран 7-шĕ – арçын, 4-шĕ – хĕрарăм. 2007 çулта сифилиса пула чирлĕ ачасем те çуралнă.
Ар çыхăнăвне кĕрекен çын шанчăклă пулмалла. Хăвăр сывлăхăра, ачăрсен, çывăх çыннăрсен малашлăхне упрама тăрăшăр. Иккĕленчĕк шухăшсем çуралсан пĕр тăхтаса тăмасăрах район больницинчи специалистсем патне канаш ыйтма килĕр.
Р.ИШМУРАТОВ, дерматовенеролог.