24 января 2009 г.
Район шайĕнче кăçалхипе иккĕмĕш хут паллă турĕç хĕллехи уява. Чир-кÿ вĕрентнĕ тăрăх шăпах çак кун пире çăлакан Туррăмăр Иисус Христос Израильти Иорданра шыва кĕнĕ.
Вакăра шыва кĕ-ресси бассейнра ишесси мар, ятне асăнсанах ÿт-пÿ тăрăх сивĕ чупать. Çапах та Первомайски чиркĕвĕн пачăшки Сергий атте кÿлĕри шыва сăвапланă хыççăн чăмса тухакансем йышлă пулчĕç. Район ертÿçи Н.Глухов, унăн çумĕсем, ял тăрăхĕсемпе хуçалăх пуçлăхĕсем шыва кĕни уяв сĕмне тата та ÿстерчĕ.
Вакăран тухакансене çăка пылĕпе пылаклатнă чейпе сăйларĕç.
А.ИВАНОВ.