24 января 2009 г.
2008 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче кун çути курнă “Авангард” хаçатра “Çамрăкла саманаран шар курнă, ватăлсан суккăр пулнă” статья пичетленнĕччĕ. Питĕ шухăша ячĕ вăл мана. Чăнах та, самана тĕрĕсмарлăхĕ чылай çыннăн чĕрине витернĕ. Ача чухнехинчен мана Туçари чиркĕве пăсма алă пустарса çÿрени нихăçан та манăçмасть. Ун чухне эпĕ пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕм. Пирĕн атте ял советĕнчен килнисене кĕлĕ çуртне пăсма хирĕçлесе алă пусмарĕ.
Мухтав Турра, паян çак ялта пысăк чиркÿ ĕçлет. Кунта тавра ялтан та Турра ĕненекенсем йышлă çÿреççĕ. Малашне çакăн пек чиркÿ çурчĕсене çĕмĕрсе, аркатса хамăрăн чĕресене суран тăвас марччĕ.
Н.МАШИН.
Вăтаел ялĕ.