АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун хуралĕнче

24 января 2009 г.

Раççей прокуратура органĕсен системине 2007 çулхи сентябрĕн 7-мĕшренпе Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕ те кĕрет. Унăн тĕллевĕсем – судченхи ĕçсем тунă чухне граждансен, обществăн, патшалăхăн саккунлă интересĕсемпе прависене хÿтĕлесси, преступностьпа кĕрешесси.

Чăваш Республикинчи Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ ĕçлет. Вăл Раççей прокуратурин Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленине пăхăнать.

Паянхи куна Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕнче çаксем ĕçлеççĕ: ертÿçĕ Р.Н.Шайхалов, унăн çумĕ В.Д.Коннов, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсен следователĕ Р.Р.Салимзянов, В.М.Ярушкин, В.Ю.Егоров, Д.Ф.Тазюков аслă следовательсем тата аслă инспектор-дело-производитель Т.И.Тянькова.

Следстви пайĕн следователĕсем преступлени çинчен пĕлтернĕ 750 ытла хыпара пăхса тухнă, вĕсем тăрăх 90 уголовлă ĕç пуçарнă, суда 87 уголовлă ĕç янă. Уголовлă явап саккунсăр тыттарни пулман.

Вĕçленĕ уголовлă ĕçсенчен ытларахăшĕ уйрăм çын пурнăçĕпе сывлăхне хирĕç тунă преступленисем. Тишкерÿ çакна кăтартса пачĕ: уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисене йăлари сăлтавсене пула тата ĕçкĕпе иртĕхнипе, тĕллевсĕр çапкаланса çÿренипе тунă. Хĕрарăма тапăнни, çыннăн Конституци прависене хирĕçле, халăх сывлăхне хирĕçле преступленисем те пур.

Районсенчи прокуратурăсемпе, васкавлă шырав органĕсемпе килĕштерсе ĕçлесе коррупцие аталанма пулăшакан преступленисене тĕпчессипе пысăк ĕç тунă. Иртнĕ çул районсенчи судсене вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем ĕç вырăнĕпе ытлашши усă курнăшăн 6 уголовлă ĕç, вырăнти хăй тытăмлăх депутачĕсем пирки 4 уголовлă ĕç, милици работникĕ пирки пĕр ĕç ярса панă. Хальхи вăхăтра тепĕр милиционер пирки следстви пырать. Ку тĕслĕхре çул çитмен çамрăксем инкек тÿснĕ.

Саккуна пăснă должноçри çынсене айăплас пирки малашне те ĕçлĕпĕр. Пирĕн тĕллев уголовлă судопроизводствăра пурте саккун умĕнче пĕр тан пулнине пăхăнасси.

Р.ШАЙХАЛОВ,

районсем хушшинчи следстви

пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика