28 января 2009 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Январĕн 29-мĕшĕнче вырăна тухса хăйтытăмлăх пуçлăхĕн кунне ирттерме йышăннă. Малашне вара вăл йăлана кĕрекен мероприяти пулĕ.
Çак кунхинех Патăрьелĕнчи тĕп больницăра юн паракансен кунĕ пулас пирки те калаçу пуçарнă. 2008 çулта районĕпе 1290 çын хăйсен ирĕкĕпе юн панă.
Хальхи вăхăтра районта “2” цифрăпа пуçланакан номерлĕ телефонсене “6” номерлипе улăштараççĕ. Çак ĕç Патăрьел, Тăрăн, Кĕçĕн Патăрьел ялĕсенче пырать.
Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче пĕлтĕрхипе танлаштарсан 3 ача ытларах çуралнă, 2 çын сахалтарах вилнĕ, уйрăлакансен шучĕ те пĕчĕкленнĕ. Планеркăра демографи пĕ-тĕмлетĕвĕ хальлĕхе ăнăçлă пуçланнине каланă.
Район пуçлăхĕн черетлĕ канашлăвĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе пурнăçламалли ыйтусене те çивĕчлетнĕ. Паянхи куна акма хатĕрленĕ вăрлăхсен 62 проценчĕ кондицие ларнă.
Планеркăра хутмалли тапхăра малашне те ăнăçлă тăсас, çул-йĕре тирпейлĕ пăхса тăрас ыйтусене те çивĕчлетнĕ.