АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРОДУКЦИ СУТĂНАТЬ, ХУçАЛĂХĂН ЭКОНОМИКИ ТĕРЕКЛЕНЕТ

28 января 2009 г.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тăкаклă тесе чылай хуçалăхра ĕнесен, сыснасен шутне чакарчĕç, йăлтах пĕтернисем те пур. Продукци йÿнни те çак утăма тума хистерĕ-тĕр. Пĕрисем витесене хупса пыраççĕ пулсан, теприсем йыша ÿстерме тăрăшаççĕ. Çуллен тимлĕхне те ытларах уйăрма тăрăшаççĕ. Акă, “Батыревский” хупă акционерла обществăра 2006 çулта сăвăнакан ĕне шучĕ 90 пуç пулнă, пĕлтĕр вара 160-а çитнĕ. Йыша тата та пысăклатасшăн, 200 пуçран кая тăвасшăн мар. Ĕне выльăх шутне те 428-тан 500 урлă каçарасшăн. Выльăх-чĕрлĕх уссине кунта лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа та отрасле малалла аталантарасшăн. Икĕ çул хушшинче 150 пуçа яхăн ăратлă ĕнесем туяннă, продукци туса илессине ÿстернĕ. Пĕрремĕш хут пăрулаканнисем те 16-18 килограмран кая сĕт памаççĕ.

“Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче”, – теççĕ халăхра. Çурма тутă тăракан выльăхран продукци илесси пирки шухăшламалли те çук. “Батыревский” хуçалăхра çу тăршшĕпех пахалăхлă апат хатĕрлеме тăрăшнă. Сенаж паяна 1980 тонна пур, вăл тин янтăланă пекех упранать. Симĕс апата 10 кун хушшинче технологине пăхăнса хунă, çавăнпах пахалăхне çухатман. Утă 124 тонна хатĕрленĕ. Ăна пысăк çавракасем туса тюкланă та ферма çывăхнех тирпейлĕн çеç купаласа хунă. Скотниксен ĕçĕ те çăмăлланнă. Ара, таçтан инçетрен сĕтĕресси çăмăл мар вĕт. Улăм та çителĕклĕ, сутлăх та пур. Рациона пуянлатас тесе жмых 40 тонна туяннă. Жом та чылай, ăна куллен 20 килограмм çитереççĕ. Выльăх умĕнче апат татăлмасăр тăнăран хĕллехи вăхăтра та Па-тăрьелсем пĕр ĕнерен 14 килограмм сĕт сăваççĕ.

– Халь чылайăшне сума пăрахтарнă. Февральте – 21, мартра 33 ĕне пăруламалла, кун хыççăн сăвăм тата та пысăкланать, – теççĕ дояркăсем.

Фермăра ĕçлесси çăмăл мар: чăтăмлăх та, выльăхсене юратни те кирлĕ. “Батыревский” обществăра юлашки 4-5 çул хушшинче кадрсен ыйтăвĕ çук. Ĕне сунă тата пăрусене самăртнă çĕрте пурĕ 28 çын ĕçлет. Пĕлтĕр вĕсен уйăхри тÿлевĕ кашнин вăтамран 7347 тенке ларнă. Çуллахи вăхăтра дояркăсем 15-шер пин те илеççĕ, хĕлле те 7-8 пинтен кая мар. Пурте çулталăк тăршшĕпе 5 пин килограмран кая мар сĕт сунă. Çитĕнÿсемпе савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур, шалу пысăкки те малалла тата ытларах тăрăшма хавхалантарать. Пĕр центнер сĕт сунăшăн – 63 тенкĕ, ĕнесене пăхнăшăн – 72, пăру илнĕшĕн 218 тенкĕ тÿлеççĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнисем те фермăналла утма пăрахасшăн мар. Акă, Р.Бородкина чи нумай ĕçлекенни, пĕлтĕр пенсие тухнă.

– Сывлăх пулсан тепăртак вăй хурасшăн. Халь унчченхи пек алăпа мар, аппаратпа сумалла. Юратнă ĕçрен уйрăлас та килмест, – тет Раиса Арсентьевна. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех фермăра вăй хунă. Елчĕк районĕнчи Çуткуль ялĕнче çуралнă, 8 класс пĕтернĕ хыççăнах ĕне сума вырнаçнă. Патăрьелне качча килнĕ хыççăн та тÿрех выльăхсем патне сукмак такăрлатма пуçăннă. Ача çуратнă хыççăн та эрнеренех хăйĕн ĕçне васканă.

– Ача чухнех питĕ ĕне сăвас килетчĕ. “Мана ĕне сутарăр-ха тесе килтен киле çÿреттĕмччĕ”, – аса илет Р.Бородкина. Тăрăшулăхне пула Раиса Арсентьевна “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Аякранах “Батыревский” хуçалăх витисем шап-шуррăн курăнса лараççĕ. Вĕсене çулленех çуркуннепе кĕркунне шалпа тул енчен шуратаççĕ. Пилĕк витене йăлтах реконструкциленĕ. Тăваттăшĕ валли кредит илнĕ, пĕрне хуçалăх хăй вăйĕпе тирпейленĕ. Хуралтăсен тăррисене, урайĕсене улăштарнă. Витесем тавра тытнă картасене те çĕнетнĕ. Маларахри çулсенче йывăç решеткесемччĕ, иртнĕ çул тимĕртен карнă. Çанталăк ăшă чухне уçăлма илсе тухакан выльăхсем тухса тарасран хăрамалли çук.

Çитес вăхăтра дояркăсен ĕçĕ тата та çăмăлланать. Çуркунне çитиччен сĕте пăрăхпа тÿрех холодильника юхса пымалла тăвасшăн. Шурă шĕвеке халĕ те сивĕтмесĕр сутмаççĕ. Нумай пулмасть çеç туяннă холодильниксем лайăх ĕçлеççĕ.

– Дояркăсем пирĕн маттур, çиччĕшĕ те хăйсене шаннă тивĕçе чунтан пурнăçлаççĕ. Апат çителĕкли, пĕр-пĕрне ăнланни ÿсĕмсем тума пулăшать пуль, тетĕп, – тет 20 çул ферма заведующийĕнче, зоотехникра вăй хуракан А.Полякова фермăпа паллаштарнă май.

– Специалистсем те çителĕклĕ. Ветеринар пирĕн Д.Аврелькин. Çамрăк, февраль уйăхĕнче Хусанти аслă вĕренÿ заведенине пĕтерни пирки диплом илсе килмелле. Малашне те кунтах тăрăшас шухăшлă. Выльăх тухтăрĕсĕр ĕçлеме кансĕр. Чир-чĕртен вăхăтра прививкăсем, ĕнесем е пăрусем йăшсан çийĕнчех тĕрĕс йышăнусем туни тăкаксенчен хăтарать.

Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх нумай уйăрнине кăтартусем те çирĕплетеççĕ. 2007 çулта пурĕ 557 тонна сĕт суса илнĕ пулсан, 2008 – 738. Виçĕмçул пăрусем талăкра 675 грамм ÿт хушнă, пĕлтĕр – 738. Халăха çамрăк выльăх сутассине те йĕркеленĕ. Иртнĕ çул 94 пуç панă. Столовăй валли хуçалăх çынсенчен икĕ ĕне илнĕ. Сăмах май, вĕри апат кунта хĕлĕн-çăвĕн пĕçереççĕ. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен пысăк столовăй ĕçлет пулсан, хĕлле – пĕчĕкки. Фермăра, мастерскойĕнче вăй хуракансене валли хатĕрлеççĕ.

Ĕне мĕнле пуласси пăру чухне епле пăхнинчен нумай килет. Çакна та тĕпе хураççĕ Патăрьелсем. Тин çеç çут тĕнчене килнĕ выльăха малтан амăшĕн сĕчĕпе тăрантараççĕ, кайран тата та лайăхрах вăй илсе кайма типĕ сĕт параççĕ. Çавăнпах-тăр пăрусен ÿт хушаслăхĕ те лайăх, ĕнесем те сĕт аван параççĕ.

“Батыревский” хупă акционерла обществăра хĕле тăрăшса хатĕрленни куç умĕнче. Вĕсене шартлама сивĕсем те, çил-тăманлă кунсем те хăратас çук, апат шыраса та ниçта та каймалла мар. Куллен продукци сутăнать, хуçалăхăн экономики тĕрекленет.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика