АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуран çыннăн та йăнăшмалла мар

28 января 2009 г.

Пĕтĕмĕшле илсен 2008 çулта республикăра çул çинче пулакан аварисен шучĕ сахалланнă пулин те, водительсем çул урлă каçмалли ятарлă паллăпа утакан çуран çын çине автотранспортпа пырса кĕресси ÿснĕ. Иртнĕ çулхи вунпĕр уйăхра çак сăлтавпа пулнă аварисенче 13 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 147-шĕ аманнă. Шупашкарти Ленин районĕнче мĕн пур аварисен 54,1 проценчĕ, Мускав районĕнче 34,5 проценчĕ çуран çÿрекенсемпе çыхăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçĕнчи çак çитменлĕхе пĕтермелли пирки Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртса хăварчĕ. “Çак кунсенче хула тăрăх çÿренĕ чухне çул урлă çуран каçмалли тăватă вырăнта пăтăрмахсен свидетелĕ пултăм. Тав Турра, вĕсем пурте ăнăçлах вĕçленчĕç, анчах инкек те юнашарахчĕ. Водительсем, çул çинчи паллăсене тата паллă тунă вырăнсене, çул урлă çуран каçмалли вырăнсене пăхмасăр, çул урлă çуран каçмалли вырăнсене питĕ пысăк хăвăртлăхпа çывхараççĕ тата чарăнасса та юлашки самантра кăна тормозĕсене çухăртса чарăнаççĕ. Çав вăхăтрах хăйсем çуран çÿрекенсене айăплама тата кÿрентерме пăхаççĕ...” – тенĕ Президент Çырура ÇÇХПИ инспекторĕсен ĕçне хак парса.

Ку тĕлĕшпе пирĕн районти водительсен те, çуранçăсемпе инспекторсен те тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумалăх пур. 2008 çулта пирĕн тăрăхра çуран çÿрекенсем хутшăннипе пилĕк авари пулнă. Вĕсенче тăваттăн аманнă, иккĕшĕ вилнĕ. Çул çитмен ачасемпе çыхăннă 4 аварире пиллĕкĕшĕ суранланнă.

Чылай чухне çуран утса пыракансем хăйсен тим-лĕхне çухатнипе инкек сиксе тухать. Иртнĕ çул та вĕсен ячĕпе автоинспекторсем 1221 административлă протокол çырнă.

Административлă право йĕрки çинчен калакан Кодексăн 12.18 статйипе килĕшÿллĕн водительсен çуранçăсене, велосипедлисене çул памалла. Асăннă статьяна пăснăшăн 2008 çулта 143 водителе айăпланă.

Çул çинчи инкек çуран çÿрекенрен те, водительсенчен те килет. Çавăнпа та пурин те асăрханмалла.

Т.БОРИСОВА,

районти ГИБДД

уйрăмĕн инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика