28 января 2009 г.
Каçран çума пуçланă юр ирхинене таврана илемлĕ сăн кĕртнĕ. Кăпăшкаскере урапа пусма та шел тейĕн. Ял халăхĕ тутлă ыйхăра. Пÿрт хутăнать халĕ. Çĕнĕ çулта канмалли кунсем йышлă пулчĕç. Çавăнпа ăшă вырăн çинчен вăхăтсăр тăракан сайра. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи З.Цветкова вара Патăрьелне каçакан сукмак çинче пĕрремĕш йĕр тăвакан пулчĕ. Ирхине тăватă сехетрех ĕçе çитрĕ вăл. “Нива” столовăй çумĕнчи кондитер цехĕнче вăй хурать Зоя Петровна. Каçран хурса хăварнă чуста хăпарнă. Цехра пĕçернĕ кукăль, ватрушки, ытти çемçе çимĕçе кăмăллакан йышлă. Ĕнер çеç пĕрисем ывăл авлантарнă чухне çĕнĕ çынна кĕтсе илме çаврака çăкăр пĕçерме заказ панăччĕ. Теприсем раштавра юбилей тăваççĕ. Виççĕмĕшĕсен ача çуралнă тата ытти те. Халиччен çак цехран пĕçерсе кăларнă кукăль хуплупа темĕн пысăкăш сăрт та тума пулать-тĕр. Кам кăна тутанса пăхман-ши вĕсене; Района чыслă хăнасем килеççĕ. Çемçе кукăльпа сăйлаççĕ. Республикăна выставкăсене каяççĕ. Хула халăхне Патăрьелсен çимĕçне ас тивме сĕнеççĕ. Çула тухакансене кучченеç пама та кăмăллă.
Сменăра пĕрле ĕçлекен З.Камалетдиновăпа Д.Шашкина кондитерсем те аслă юлташĕпе пĕрлех çитрĕç ĕçе. Кая юлма сăлтавĕ те çук вĕсен. Хăнăхман та. Пуçланчĕ вара ĕç. Электричество плитипе духовкăсем хĕрнĕ çĕре чустаран тĕрлĕ кукăль хупса хăпартрĕç. Вĕсене ăçта мĕн чухлĕ ăсатмаллине çырса ещĕксемпе подноссем хатĕрлерĕç. “Нива” столовăй буфетне сутуçăсем сивĕничченех илсе тухаççĕ. Унпа юнашарах алăк урлă тепĕр суту-илÿ точки пур. Шкул, больница буфечĕсем, киосксем, “Арбат”, “Эльдорадо”, райпо лавккисем сутаççĕ, пасар халăхĕ юратать пиçнĕ кукăль-пиццăна. Тĕрлĕ печени пĕçереççĕ цехра. Торчĕсем те илемлĕ тухаççĕ. Кондитерсен ăсталăхне çырса кăтартма та пĕлмелле мар.
Кирек хăш ĕçе те
чунтан юратса туни кирлĕ
Çакă çитетех кондитерсен. Çамрăкранах кăмăлланă ăна Зоя Петровна. Татмăш хĕрĕ вăл, Никифоровсен 5 ача çитĕннĕ. Шкулта 8 çул вĕреннĕ Зоя малалла пĕлÿ пухма шутламан. Райпона çул тытнă. Унта поварсен курсне çÿренĕ. Практикăна вара Туçана янă. Çакăнтан пуçланнă та ĕçлĕ кун-çулĕ. Райпона хирĕçли столовăйра кирлĕ ĕç хăнăхăвĕ илнĕ кондитер. З.Гордеева, П.Раськина аслă поварсемпе пĕр сăмахра пулса вăй хунă. А.Медведева, Н.Румянцева, Ф.Багаутдинова кондитерсемпе улшăнса ĕçленĕ. Ун хыççăн ятарлă кондитер цехне куçнă. Ф.Шамбазова хыççăн хăй бригада йĕркеленĕ. Унтанпа та 30 çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ.
Çырас пулсан кашни çыннăн кун-çулĕпе кĕнеке кăларма пулатех. Зоя Петровна пурнăçĕпе те çавах. Социализмла ĕç Геройĕ Матрена Дмитриевна Цветковăн аслă кинĕ вăл. Хунямăшĕ те ыррине нумай вĕрентнĕ ăна. Çĕнĕ çурт лартса тĕпрен уйăрса кăларнă. Шел, ывăлĕ паянхи савăнăçа кураймарĕ. Пурнăçран ир уйрăлчĕ. Иван Ивановичпа Зоя Петровна 5 ача çуратса ÿстерчĕç. Пил парасси, çемьелентересси вара амăшĕ çине тиенчĕ. Асли Эдик ывăлпа хĕрача çитĕнтерет. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Алешăпа Марина университетăн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрĕ те кин пулнă. Кивĕ Катеке качча тухнă. Кĕçĕн хĕрĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Лена перинаталь центрĕнчи медицина ĕçченĕ.
Мĕн тери ăшшăн, ăмсанса итлесе лармалла каласа пама пĕлет Зоя Петровна ăрăва малалла тăсакансем пирки. Кинĕ – кĕрÿшĕ те ачисемпе пĕр шайра унăн. Акă, аслă кинне Таньăна Çĕнĕ çул ячĕпе районта тухса тăракан “Авангард” хаçата çырăнса панă вăл.
Ăрăва малалла тăсакансем –
анне хÿттинче
Уявсенче тĕп киле пухăнаççĕ ăрăва малалла тăсакансем. Савăнăçне пытараймасть вара çакăн чухне Зоя Петровна. Çурçĕр иртсен те çутă сÿнмест. Ачисем телейлĕ ачалăха аса илеççĕ. Ывăлĕсем кил хушшинчи ĕçсене ушкăнпа тăваççĕ. Хĕрĕсем пÿртрине явăçаççĕ. Амăшĕ тĕрленĕ, çыхнă, çĕленĕ япаласене хисепе хураççĕ. Урана тăхăнмалли нуски-чешкине, алса-перчеткене юратаççĕ. Çу кунĕсенче отпуска килеççĕ. Пахча ĕçĕсенче пулăшаççĕ. Вĕсен аллисĕр сухан-севок, кишĕр-чĕкĕнтĕр пухса кĕртмен тесен те юрать Зоя Петровна.
Унăн чăтăмлăхĕ, правурлăхĕ, ĕçе юратни уттинченех, калаçăвĕнченех курăнать.
– Ĕçрен кая юлса курман. Тÿрĕрен килсе Пăла юхан шывĕнче ишни те, пăр урлă сикни те пулнă. Колхозра пай та илнĕ. Унтан тивĕçекен утă-улăмпа, тырăпа ĕне, пăру, хур-кăвакал, сысна усратпăр. Унсăрăн 5 ачана ура çине тăратма çăмăлах пулмарĕ. Сывлăх ан хавшатăр. Ĕç çынна юрăхлă пултăр, – терĕ сăпайлăн.
Ĕçне вырăна хуракансем пурах. Тин çеç хĕрне Елчĕке качча панă П.Ефремова хăти-тăхлачне çакăнта пĕçерсе панă çимĕçпе сăйлани çинчен тав тума ятарласах пынă. Кондитерсене ăнăçу, ырлăх-сывлăх, юрату сунчĕ.
Перекет банкĕнче столовăйра ĕçлекен М.Ахмадеева, “Нива” столовăйри Г.Пазюкова, “Юность” кафери И.Ермолаева аслă поварсенчен те пĕрре мар кондитер ĕçне тивĕçлипе хакланине илтнĕ. Шупашкара выставкăсене кайнă чухне çĕрĕ-çĕрĕпе плита умĕнчен хăпманни сахал пулнă-им.
Ĕç ветеранĕ З.Цветкова тепĕр сменăра вăй хуракан Г.Ртекаевăпа ăмăртса ĕçлет. Унран ытларах кукăль-булка пĕçерессишĕн тăрăшать. Халиччен миçе ывăл авлантарса хĕр качча памарĕç-ши ĕçчен алăсем.
Ир пуçласа каçчен вĕри “кăмака” умĕнче кондитерсем. Юрать 6-7 кун ĕçлесе çавăн чухлех канаççĕ. Унсăрăн килти ĕçе пурнăçлама кансĕртерех. 1997 çулта вĕсем районти конкурсра çĕнтерсе пуçласа “Чи кăтартуллă çурт” ята тивĕçрĕç. Мускавран килсе тĕрри-çĕвви таранччен ÿкерсе кайнăччĕ ун чухне. Кайран ял тăрăхĕнчи конкурсра виçĕ хутчен призлă вырăна тивĕçрĕç.
Ылтăн кĕр, хĕл шурă, çапла тунă Турă. Ăна никам та хирĕçлейместех ĕнтĕ. Атте-анне тивĕçĕ те çавах. Çемьеллĕ пулса ача-пăча çитĕнтерсе вĕсене çĕр çине тĕплентерсе хăвармалла пирĕн. Çакна кирлĕ пек пурнăçласа пырать. Зоя Петровна. Унăн мулĕ, пуянлăхĕ – ачисем. Вĕсемпе савăнать чăваш хĕрарăмĕ. Кăмăлне кура ĕçĕ те ăнать. Куллен темиçе çĕршер кукăль-булка пĕçерет вăл. Пурнăçĕ малашне те çавнашкал пытăрах. Кĕрхи анис панулми евĕр тĕс сăн питĕнчен ан çухалтăрах.
А.АСТРАХАНЦЕВА.