АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮН – ПАХА ЭМЕЛ

28 января 2009 г.

Тÿлевсĕр донор пуласси, чирлĕ çын пурнăçне çăлма юн парасси – кашни сывлăхлă çыннăн гражданла тивĕçĕ. Ку чухнехи медицина эмел хатĕрĕсенчен пуян, çапах та чылай йывăр чирсене юн ямасăр, унăн препарачĕсемпе усă курмасăр сиплеме çук. Юнăн тĕп çăл куçĕ – хăй ирĕкĕпе, чĕре хушнипе хăй юнĕн пĕр пайне пурнăçа çăлма, çын сывлăхне сиплеме пани.

2009 çулхи январь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп больницăра Донор кунне ирттереççĕ. Вăл 9 сехетре пуçланать.

Юн пама хăвна мĕнле хатĕрлемелле; Юн парас умĕн тĕрĕс апат çимелле, нумайрах шыв ĕçмелле, ăшаланă, пăрăçланă, çулăмпа тĕтĕм çинче хатĕрленĕ тата йÿçĕ апата çиме, икĕ кун маларах эрех-сăра ĕçме юрамасть. Виçĕ кун маларах аспирин, ыратма чаракан эмелсем ĕçме пăрахмалла. Юн парас умĕн, сехет маларах вĕри чей ĕçмелле, табак туртма юрамасть.

Донорсене тÿлевсĕр анализсем тăваççĕ (ВИЧ, сифилис, В тата С гепатит вирусĕсене, юн ушкăнне). Юн панăшăн вĕренÿ е ĕç вырăнĕнче кану кунĕ илме справка тата апат çиме 80 тенкĕ параççĕ.

Юн панă хыççăн çын кĕлетки хăех самайланса каять. Пĕр талăк йывăр ĕç тумалла мар, лайăх çимелле, 1-2 литр шыв ĕçмелле. Сăра-эрех ĕçмелле мар. Юн клеткисем 2-3 эрнере малтанхи шая çитеççĕ.

Граждансем! Донорсен ретне тăрăр. Сирĕн юна инкеке лекнĕ нумай çын кĕтет. Донор юхăмне хастар хутшăнасси хăвăрăн патриотла тивĕçĕр тесе шутлăр! Хăвăр тĕслĕхпе тусăрсемпе пĕлĕшĕрсене донорсен ретне тăма хавхалантарăр. Донор юхăмĕн малашлăхĕ – сирте!

Юн пама килнĕ чухне хăвăрпа пĕрле паспорт илме манса каймалла мар.

Г.ЧЕРНОВ, врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика