31 января 2009 г.
Нимĕç фашисчĕсенчен Ленинград блокадине сирнĕренпе январĕн 27-мĕшĕнче 65 çул çитрĕ. Унăн хÿтĕлевçисем аслă хуламăра сыхласа, упраса хăварас тесе мĕн пур майсемпе усă курнă, пысăк паттăрлăх, хăюлăх кăтартнă.
Шел пулин те, Ленинград хÿтĕлевçисем çулсеренех сайралса пыраççĕ. Паян республикăра “Жителю блокадного Ленинграда” паллăпа наградăланисем 77, “За оборону Ленинграда” медале тивĕçнисем 126 ветеран пурăнать. Хальхи вăхăтра пирĕн районта Ленинграда хÿтĕленисем виççĕн юлнă: Петр Иванович Майоров (Çĕнĕ Ахпÿрт), Федор Петрович Елкин (Сăкăт), Семигулла Гафиятуллович Сафин (Тутар Тимеш).