31 января 2009 г.
Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çул çинче йĕрке те, тирпей те, асăрханулăх та кирлĕ. Водительсен çак паха енсем çителĕксĕррине пула ĕнтĕ 2008 çулта пирĕн районта 33 автоавари пулнă. Инкекре 44 çын суранланнă, тăваттăшĕ вара вилнĕ. Маларахри çулпа танлаштарсан çул çинчи инкексен шучĕ 5 тĕслĕх, вилекенсен 3 тĕслĕх сахалтарах. Çапах та ку лăпланса лармалли сăлтав мар.
Çĕнĕ çул умĕн, декабрĕн 18-мĕшĕнче, кăнтăрла Патăрьелĕнче ВАЗ-21144 автомашина водителĕ, Шăнкăртам çынни, ВАЗ-11113 автомашина çине пырса кĕнĕ, унăн хуçине больницăна илсе каймаллах амантнă.
Çула тухакан водительсен эрех-сăра ĕçме юраманни пирки тăтăшах калатпăр пулин те, çав-çавах йĕркене пăсакансем тупăнаççĕ-ха. Çавăн пек чухне шăпах инкекĕ те сиксе тухать. Иртнĕ çул, сăмахран, ÿсĕр водитель авари тунă тăватă тĕслĕхе шута илнĕ. Çак хăрушă инкекре икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, пиллĕкĕшĕ сусăрланнă. Акă, раштав пуçламăшĕнче каçхине 16 сехетре Çĕнĕ Ахпÿрт çынни, ВАЗ-2115 автомашинăпа хĕрĕнкĕ пуçпа çула тухнăскер, Кивĕ Ахпÿртре лашапа пыракан çине кĕрсе кайнă. Инкек пулнă хыççăн лавçăна больницăна илсе кайма тивнĕ.
Çулталăк тăрăшшĕпе ют хулари транспортсем хутшăннипе 7 аварие, çуран утса пыракансем явăçнипе 5, çул çитмен ачасен сăлтавĕпе 4 инкеке шута илнĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ çул çинче инкек-синкек ан пултăр тесе сахал мар профилактика ĕçĕсем йĕркелет. 2008 çулта çул-йĕр çинчи куçăма тĕрĕслесе 8496 çын ячĕпе протокол çырнă, 265 ÿсĕр водителе тытса чарнă. Çавăн пекех милицин ытти службисемпе пĕрлех 68 рейд, 36 операци ирттернĕ. Çак яваплă тапхăрсенче те çул-йĕр правилисене пăсакансене тупса кирлĕ пек айăпланă.
А.КУПТАШКИН,
райшалĕçпайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.