АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕр ют çĕр-шывра та хисеплĕ

31 января 2009 г.

Йĕри-тавра казахсене мухтакан маркăсем çыпăçтарнă хулăн конверта уçсанах тăван чĕлхепе çырнă йĕркесем курăнса кайрĕç. Упамса ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Казахстанра пурăнакан Николай Пятаков “шăрçалать” иккен. Аса илĕвĕсемпе, сăввисемпе, кĕскен унти пурнăçпа паллаштарать. Николай Ильич иртнĕ çулла тăван тăрăхра пулнă чухне редакцие самантлăха кĕрсе тухнăччĕ, анчах вăхăчĕ сахалраххипе чуна уçсах калаçаймарăмăр. Тĕплĕнрех çырупа паллаштарăп тенĕ сăмахне тытрех Упамса чăвашĕ.

Николай Ильич çулĕпе çамрăках мар, саккăрмĕш теçеткене пуснă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçрен часах пăрăнман. Пăхăр шăратакан заводра çеç 36 çул вăй хунă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 52 çула хăвалать.

Çамрăк чухнех сăвăсемпе аппаланнă, пичетленме вара 1994 çулта çеç тÿр килнĕ. Чăвашсене ытла сăпайлă пулни те ура хурать çав. Ентешĕмĕр те алçырăвĕсене никама та кăтартман, редакцисене те сĕнмен. Халĕ унăн “пиçсе çитнĕ” 200 яхăн сăвăпа поэма пичете кĕтеççĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ – вырăсла çырнисем. Жезказган хулинчи “Жезказганская газета”, “Подробности”, “Улагат”, Сатпаев хулинчи “Шарайна” хаçатсенче Николай Ильич сăввисем час-часах кун çути кураççĕ. Нумаях пулмасть тата “Моей судьбы многоголосье” ятпа поэтсен пĕрлештернĕ кĕнекинче ентешĕмĕрĕн сăввисем вырăн тупнă. Тивĕçлĕ канура пулсан та килте ларма хăнăхман, обществăлла ĕçре вăхăтне ирттерет ветеран: поэт та вăл, хорта та юрлать. Жезказганри Чăваш халăх культура центрĕн хастар членĕ те. Çаксене ĕнентерсе Николай Ильич пичетре кун çути курнă материалĕсене, компьютерпа пăхма диск та ярса пама май тупнă. Çапла, маттур ентешĕмĕр тĕнчере те çухалса кайман, хăй вырăнне тупса паянхи кунпа утăмлать.

А.КОЗЛОВ.

Ÿкерчĕкре: Н. И. Пятаков редакцинче.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Астăвăм

Эсир пурте ман куç умĕнче

47 çул казахсемпе юнашар пурăнтăм, çапах та чун сирĕнпех. Уйрăмах ентешсемпе 1959-1960 çулсенче Калинин облаçĕнче торф кăларни асăмра. Упамса, Хурама Твар, Нăрваш Шăхаль, Сител, Аслă Арапуç, Кĕçĕн Арапуç, Ишлĕ, Атăк хĕрĕсемпе каччисем, Елчĕк, Комсомольски, Йĕпреç районĕсен çамрăкĕсем бараксенче пурăнаттăмăр. Ĕçĕ çăмăлах марччĕ. Пĕррехинче тата Хурама Твар хĕрачине çĕр ишĕлсе анса хупласа хунăччĕ. Юрать-ха, юнашар ĕçлекенсем хăвăрт чавса кăларса вилĕмрен хăтарнă.

Упамсари Коля Пешков, Ястук Лисов, Федя Федотов, Коля Хундров, эпĕ тата Нăрваш Шăхалĕнчи Коля Савельев чугун çул (узколейка) тунă çĕрте ĕçлерĕмĕр. Каярахпа мана пăравус машинисчĕ пулма вĕренме ячĕç, алла свидетельство илсен П-75 пăс машинин машинистне çирĕплетрĕç. Çамрăк пулнă çав: ĕçре мĕнле ĕшенсен те каçпа купăспа юрăсем шăрантараттăмăр. Чăваш ташшине курма тутарсем, вырăссем, карелсем, азербайджансемпе удмуртсем пыратчĕç.

Сител хĕрĕсем Нина Роговăпа Елиз Коннова, Нăрваш Шăхаль хĕрĕсем Настаçпа Наçтук, Киря хĕрĕ Рита, Ишлĕ хĕрĕсем Клавдипе Римма Егоровасем ĕçре те, юрă-ташăра та маттурччĕ.

Унтанпа вăхăт нумай шурĕ. Халĕ вăл çамрăксем асаннесемпе асаттесем, кукаçисемпе кукамайсем пулнă ĕнтĕ. Шел пулин те хăшĕсем пирĕн хушăмăрта çук та пулĕ. Çавах та эсир пурте ман куç умĕнче, çамрăк та илемлĕ курăнса тăратăр, ман пурнăçпа сывлатăр. Çамрăк чухнехи вăхăтсене сăвă йĕркисене куçаратăп. Пĕрне Юхмапа Пăла тăрăхне те ярса парас терĕм.

Миçе çул тĕнчери аякра...

Миçе çул тăрайман ун çумне.

Миçе çул тытайман аллине.

Миçе çул пăхайман ун куçне.

Унченхи пек, юратнă чухне.

Миçе çул çав Тунти кассине

Купăспа эп утса тухманни;

Вăйăра, юратнин сассине

Итлесе, ун çине пăхманни;

Миçе çул туйăмпа эп пулса

Шухăша инçете куçарни,

Сак çинче, выляса та кулса,

Савнипе тĕл пулса калаçни;

Миçе çул тĕнчери аякра,

Тусăмпа уйрăлсан, хуйхăрни...

Ĕмĕрте, ман килти алăкра

Вăл çуккишĕн, чунран тарăхни;

Çырма ÿркенмесен, хăвăрăн кун-çул çинчен пĕлтерĕр. Эпĕ вара хуравлама тăрăшатăпах.

Манăн адрес: Казахстан, Карагандинская обл., г.Жезказган, пр.Мира, дом 39, кв. 40. Николай Ильич Пятаков.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика