31 января 2009 г.
Ку хутĕнче “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексне волейбол вăййине юратакансем пуçтарăнчĕç. Çак ăмăртăва спорткомплекса хута янăранпа çулталăк çитнине тата 70-мĕш çулсенче районăн пĕрлештернĕ командинче выляса палăрнă волейболиста Станислав Александрович Ефремова халалланă. Ăмăртăва кăтартнă вăхăта вун тăватă(!) команда пуçтарăнчĕ. Кун пекки юлашки 7-8 çулта та пулманччĕ-ха.
Спортсменсене саламлама район пуçлăхĕ Н.Глухов та килчĕ. Вăл çакăн пек ăмăрту йĕркелеме пуçтарăннăшăн тав турĕ, çирĕп сывлăх, çитĕнÿсем сунчĕ. С.Ефремовпа пĕрле вылянă волейбол спорчĕн “аксакалĕсем” И.Хитров, А.Долгов, Н.Козлов, Р.Сафиуллов, В.Бородкин хăйсем унпа пĕрле вылянă вăхăтсене аса илчĕç.
Кампа кам выляссине шăпа ярса палăртнă хыççăн командăсем тăватă ушкăна уйрăлса выляма тытăнчĕç. Пĕрремĕш ушкăнра Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул, “Банк”, “Тойси”, “Батырево-Новотекс” командăсем; иккĕмĕшĕнче – “ФСК”, «ЗАО “Батыревский”, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул, “Депутаты”, виççĕмĕшĕнче – “ПУ-7”, ЧП “Халитов”, “РОВД”, тăваттăмĕшĕнче «ТПК «Шыгырданы», “Алманчиково”, “Тат.Сугуты” командăсем. Çак ушкăнсенчен çурма финалта тата финалти вăйăсенче выляма пĕрер команда çĕнтерсе тухмалла. Çавăнпа та ушкăнсенче вăйăсем çивĕч иртрĕç.
Пĕрремĕш ушкăнран – “Батырево-Новотекс”, иккĕмĕшĕнчен “ФСК”, виççĕмĕшĕнчен “ПУ-7”, тăваттăмĕшĕнчен “Алманчиково” командăсем çурма финалта тата финалта выляма тухрĕç.
Малтанах “ПУ–7” командăпа “Батырево-Новотекс” команда вылярĕç. Çивĕч кĕрешÿре “ПУ-7” команда финала тухрĕ. Малалла – “Алманчиково” – “Батырево-Новотекс” командăсем тупăшрĕç. “Батырево-Новотекс” команда пĕрре выляса ярса тепре выляса илсе виççĕмĕш вырăна тухрĕ. “Алманчиково” тăваттăмĕш вырăнта. Кубокшăн вара площадкăра “ПУ-7” командăпа “ФСК” команда тупăшрĕç. Пĕтĕмĕшле шута 2:0 туса чемпион ятне тата куçса çÿрекен кубока “ФСК” çĕнсе илчĕ. Судьясен коллегийĕ сăнаса çак турнирта “ФСК” командăри С.Викторовпа “ПУ-7” командăри Р.Багманов “Чи ăста вылякан” тесе палăртрĕ.
Турнирта çĕнĕ командăсем выляни те вăйăсене илемлетрĕ. Сăмахран, район депутачĕсем хăйсем пĕр команда пулса начар мар вылярĕç. Банкпа шалĕçпайĕ командăсем тăратни те савăнтарчĕ. Халиччен шăнкăртамсем волейбол команди тăратни пулманччĕ-ха. Зуфар Халитов предприниматель питĕ маттур команда пуçтарнă.
В.БОРОДКИН,
ăмăрту судйи.