04 февраля 2009 г.
Январĕн 31-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн çирĕм тăваттăмĕш ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Н.Глухов, депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, организаци-предприяти-учреждени, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăннă. Çĕнĕ çулти пĕрремĕш ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Петров ертсе пынă.
Ларура “Чăваш Республикин Патăрьел районĕнче 2009-2015 çулсенче çĕр улми тата тĕш тырă çитĕнтересси”, “Чăваш Республикин Патăрьел районĕнче 2009-2015 çулсенче сĕт туса илессине аталантарасси” муниципаллă тĕллевлĕ программăсене йышăннă. Çавăн пекех ларура 2009 çул валли йышăннă бюджета улшăнусем кĕртнĕ.