04 февраля 2009 г.
Ял пурнăçĕ яланах хуларинчен уйрăлса тăнă. Юлашки çулсенче вара пирĕн йăла условийĕсем те чылай çăмăлланчĕç. Хальхи вăхăтра хулари евĕрех пÿрте шыв кĕртнисем те, çăвăнмалли пÿлĕмсем тунисем те сахал мар тата ытти те.
Уйрăм автомашина тытакан хуçасем те нумай. Хулара вĕсене çуса, тасатса тăракан ятарлă салонсем пур. Ку таранччен пирĕн районта çак çĕнĕлĕх çукчĕ-ха. Пĕлтĕр автомашинăсене çăвакан пункт Шăнкăртамра, Патăрьелĕнче уçăлнăччĕ. Çĕнĕ çул хыççăн вĕсен çумне тепри, виççĕмĕш хушăнчĕ. Вăл федераллă аслă çул çумĕнчех, Патăрьелпе Кĕçĕн Патăрьел хушшинче вырнаçнă. Пăла юхан шывĕнчен аякри пулманран-ши ăна “Була” ят панă.